Реклама
Хыпарсем
Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнче 3 «а» класра вӗренекенсен пултарулăхӗ
(вӗрентекенӗ Кристина Максимова)
Хăйлавсем
Юр çăвать
Паян ирех ак юр çăвать
Тата тăман та тустарать.
Мěнле пулсан та хěл хитре
Хăйěн асамлă илемěпе.
Ачасем те савăннă паян,
Сăрт çинчен ярăнма аван.
Злата Пляшева.
Хěллехи вăрман
Питě илемлě хěллехи вăрман!
Кун пек асамлăха ниçта курман.
Ялтăртатса ларать чăрăш паян,
Çанталăкě епле аван паян!
Пыратăп эпě йěлтěрпе
Шурă мулкачăн йěрěпе.
Сас-чу та çук халь вăрманта
Епле лăпкă та аван кунта!
Матвей Филиппов.
Хěлле илемлě-çке кăçал!
Юр мерченпе йăлтăртатать,
Ача сăрт çинчен ярăнать!
Таçта çити хаваслă шав
Хěлле сана мухтав!
Сыратпăр йěлтěр урана,
Тухатпăр пурте ярăнма.
Питсене Хěл мучи тытать,
Хытăран та хытă чуптарать!
Вăрманě шурă ав ларать
Юмахри пекех туйăнать.
Епле аван-çке ак хěлле
Анчах ман киле кěмелле!
Ангелина Журавлева.
Хěл Мучипе
Юр пики
Питě сивě урамра ачасене выляма,
Хěл Мучипе Юр пике килнě пулмалла.
Кантăка та илемлетнě-çке вěсем,
Чăрăш çинче те илемлě теттесем!
Вăйă картине тухнă чěрчунсем
Паян пурте илěç вěсем парнесем!
Анна Артемьева.
Хěлле
Шурă юр васкать, çăвать
Çěре тутăр çыхтарать.
Тухрăм эпě урама
Пысăк юр купи тума!
Анчăк та пěрле манпа
Пулăшать хăйне майпа.
Матвей Максимов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев