Активлă ветерансен ӗçне хакларӗç
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи ӗҫ ветеранне Геннадий Карсакова чысларӗç.
Геннадий Карсаков ялти ветерансен совечӗн ертӳçин ӗçне пурнăçлать, пурнăçӗн нумай çулне ачасене пӗлӳ пама халаллать, спорт тата культура мероприятийӗсене хастар хутшӑнать, «Хӗлхем» чӑваш фольклор ансамблӗн членӗ. Геннадий Николаевич тата «Туган як», «Тăван ен» хаҫатсен те хастар корреспонденчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев