Афганец Ильдус
Февралӗн 15-мӗшӗнче çулсерен пирӗн ҫӗршывра Совет çарĕсене Афганистан çĕршывĕнчен кăларнă куна паллă тăваççӗ
Анонс
Февралӗн 15-мӗшӗнче, Совет салтакӗсене Афганистанран кăларнă кун ячӗпе, район центрӗнчи Мухтав аллейинче митинг пулать.
Ильдус Фиркатович Журавлев – Афган вӑрҫин ветеранӗ, Ҫӗнӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Фиргатьпа Дамира Журавлевсен ултӑ ачаллă ҫемйинче вӑл иккӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Ачисем пурте – ывăлсем. Çӗнӗ Чукал шкулӗнчен вӗренсе тухнă каччă тракторист-машинист специальноҫне алла илме район центрӗнчи 90 номерлӗ професси училищине çул тытать. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн, тӑван ялне таврӑнать. 1986 ҫулхи илемлӗ май уйӑхӗнче салтака каять. Ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ Афган вӑрҫи пынӑ. Тутарстанăн 300 ытла ҫамрӑк салтакне Туркменистан енне «Çамрӑк салтаксен курсне» иртме яраççӗ. Теджень хулинче йӗркеленӗ 6 уйӑхлӑх курсра танкпа ҫӳреме тата автоматпа пеме вӗрентеççӗ. Паллах, ҫамрӑк каччăна, мӗн ачаранах техникӑна пӗлсе ҫитӗннӗскере, танкпа çӳрес вӑрттӑнлӑхсене вӗренме йывӑрах пулмасть.
Ноябрь уйӑхӗнче вӗсене Ташкентăн аэропортӗнчен Кабул хулине «ИЛ-76» груз турттаракан самолетпа ӑсатаççӗ. Кабула вӗсем çӗрле ҫитеççӗ. Пирӗн енчи вăхăтпа Афганистанри вăхăтăн уйрӑмлӑхӗ 2 сехет шутланать. Аэродромран инҫех мар вырнаҫнӑ палаткӑсенче ҫӗр каҫаççӗ. Ирхине ҫамрӑк салтаксене тӗрлӗ чаҫсемпе заставӑсем тӑрӑх салатаççӗ.
Малтан вӗсене вертолетсем ҫине лартса Баграм хулине ăсатаҫҫӗ, унтан БТРсем ҫине лартса – заставӑсене.
– Тӑван енчен, килтен тухса кайсан, инҫетре ентешсем тӑвансем пекех пулаççӗ. Тутарстанран тухса кайнӑ чухнех эпӗ район çыннипе, Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗн каччипе Ринат Зялалетдиновпа паллашрӑм. Ҫамрӑк салтаксен курсӗнче те эпир яланах пӗрле пулнӑ, ҫывӑрмалли краватьсем те юнашарах пулчӗç. Кӳршӗри заставӑсене лекрӗмӗр, икӗ ҫул пӗр-пӗрин сывлăхне пӗлсе, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнтӑмӑр. Пирӗнтен пӗри ҫыру илсен, кӑшт вӑхӑт килсе тухсанах теприн патне чупаттăмăр, ҫырӑва пӗрле вулаттăмăр. Пирӗн ҫарта пуҫланӑ туслӑх паян та малалла пырать, ҫулсем иртнӗ ҫемӗн вӑл ҫирӗпленет кӑна, – тет Ильдус.
Застава текеннин электричесто çути те, шывӗ те пулман кишлак пулать вăл. Ильдуса Т-62 танка çирӗплетсе параççӗ. Экипаж тӑватӑ ҫынтан тӑнӑ: механик-водитель – Ильдус хăй тата танк командирӗ, оруди наводчикӗ, снаряд хуракан. Союзран совет салтакӗсем валли килнӗ медикаментсене, салтаксен припасӗсене, апат-ҫимӗҫсене тиенӗ колонăна ăсатасси, çула сыхласси пек тивӗçе пурнӑҫланӑ вӗсем. Питӗ нумай çар операцийӗсенче, ҫапӑҫусенче хутшăнаççӗ, вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӗл пулма та тивнӗ.
Пӗррехинче, кӳршӗ заставӑна колоннӑна ӑсатнӑ чух, вăл çӳретекен танк мина-фугас çине пырса кӗрет, мина çурăлать. Танк стройран тухать, экипаж членӗсене пурне те контузи пулать. Ильдус малта, танк штурвалне тытса пынăран, мина сирпӗннӗ вăхăтра мӗнпур йывӑрлӑх ун ҫине лекет. Йывӑр контузи илнисӗр пуçне, унăн урисем хытă аманаççӗ. Ӑна малтан Баграмри госпитале, унтан Кабула ӑсатаççӗ. Телее, лайӑх хирургсем тӗлне лекет, сурантан мина ванчӑкӗсене кӑларса, урисене сыхласа хăвараççӗ. Госпитальтен тухнӑ хыҫҫӑнах ӑна «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденӗпе наградăлаççӗ. Ҫар службине унӑн ҫӗнӗ танкпа вӗҫлеме тӳрӗ килет.
Ҫӗнӗ Чукалта тӗпленсе юлса, Ильдус Бауман ячӗллӗ колхозра тракторист та, комбайнер та пулса ӗçлет. 1992 ҫулта Данияпа çемье çавăрать. Мӑшӑрӑн хӗрпе ывăл çут тӗнчене килеççӗ: Гульназ тата Ильнур.
Савăнса пурӑнмалла кăна та вӗт, анчах шăпа тӗрӗслевӗ ӑна мирлӗ пурнӑҫра та сыхласа тӑрать. Анчах пурнӑҫне те, шăпине те ӳпкелемест вӑл.
– Шăпана ӳпкелеместӗп, ырă-сывă таврӑннӑшӑн тав тӑватӑп. Акӑ манӑн тăванăм Максут Гафуров вара Афганистанра вилсе выртрӗ, тепӗр тăванăм Шамиль Гафуров чӗрӗ таврăнсан та, сывлăхӗ хавшарӗ, вилчӗ, – тет Ильдус.
Афганистан вăрçин ветеранне район центрӗнче хваттер те панă.
Ильдус та «эпӗ инвалид» тесе, килте ларман, районти «Агрохимсервис» обществинче вӑй хурать. Унӑн мӑшӑрӗ Дания çавăнта повар пулса ӗҫлет. Ывӑлӗ Ильнур Екатеринбургра çар тивӗҫне пурнӑҫлать, хӗрӗ Гульназ – ҫемьеллӗ, ашшӗ-амӑшне икӗ мӑнук парнелеме те ӗлкӗрнӗ.
– Сурансенчен ытларах, çав çулсем аса килсен чӗре ыратать. Мӗн чухлӗ пурăнса та курман çамрăксен пурнăçӗ татăлчӗ вӗт.., – тет Ильдус, вӑрҫӑ кăна ан пултӑрччӗ тесе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев