Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ăçта кайсан та, пирӗннисем пуç усмаççӗ

Тутарстан Республикинчи Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерстви ӗнесене машинапа сумалли операторсен професси ӑсталӑхне лайӑхлатас тата выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртес тӗллевпе Тукай районӗнче дояркӑсен конкурсне ирттерчӗ.

Çак конкурсра «Цильна» обществӑн доярки Гулина Азизова тата районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен консультанчӗ Айваз Абязов хутшӑнчӗç. 
Конкурсăн «Чи опытлă доярка» номинацире Гулина Азизова çӗнтерӳçӗ пулчӗ. Унăн выльăх-чӗрлӗх отраслӗнчи 41 ҫуллăх ӗҫне Дипломпа тата хаклӑ парне парса хакларӗç. 

Спорт ӑмӑртӑвӗсенче армрестлинг енӗпе Айваз Абязов — арҫынсем хушшинче, Гулина Азизова хӗрарăмсен хушшинче пӗрремӗш вырăна çӗнсе илчӗç.
* * *
Высогогорск районӗнчи «Элита» обществӑн базинче зоотехник-селекционерсен 6-мӗш республика конкурсӗ иртрӗ. 
Унта «Цильна» обществӑн зоотехник-селекционерӗ Энже Саттарова, Кивӗ Шемӗршел ветеринари участокӗн заведующийӗ Ильгиз Сафиуллов та хутшӑнчӗç. Энже Саттарова конкурсра, балсен сумми енӗпе, ултмăл хутшăнакан хушшинче, пӗрремӗш вуннăлăха кӗчӗ. Ильгиз Сафиуллов конкурсăн иккӗмӗш степеньлӗ Дипломне тивӗçлӗ пулчӗ. 
* * * 
«Пӗтӗм Раҫҫейри хир кунӗ — 2023» ял хуçалăх куравӗ шайӗнче çӗре ӗçе кӗртес тата пысăк продуктлă сӗт паракан ăратлă выльăх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртрӗ.

Реклама

Конкурсра хутшăннă 80 пысăк продуктлă тынасем хушшинче «Цильна» обществӑран пулнă тына пӗрремӗш вунă призер хушшине кӗчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев