Ачасен Çӗнӗ ҫулти ӗмӗчӗсене пурнӑҫлаççӗ 1
Пурсăмăр та Çӗнӗ ҫултан мӗскер-тӗр ӗмӗтленетпӗр. Ачасем вара ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме Хӗл Мучирен ыйтаççӗ.
Ачасен çӗнӗ çулхи ӗмӗчӗсене ҫемьере Хӗл Мучи пулнă май, хăйсен ашшӗ-амăшӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Тата пурнăçлайман ашшӗ-амăшӗсем те пур. Районта çакăн пек нумай ачаллӑ ҫемьесенче воспитани илекен ачасен çырăвӗсене «Хӗл Мучи» организацисемпе предприятисен ертӳçисене салатрӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров 15 ача ыйтăвне пурнӑҫлассине хăй çине илчӗ. Совлюковсен пӗчӗккисене вӑл савӑнтарма ӗлкӗрнӗ те иккен ӗнтӗ – ачасем ыйтакан вылямалли теттесене килӗсене кайса панă.
«Ӗмӗтсен чăрăшӗ» текен çак акцире районăн ытти ертӳҫисене те «Хӗл Мучи» пулма телей пӳрнӗ. Вӗсенчен кашнийӗ сахал тупăшлă çемьере воспитани илекен ача валли вăл кăмăллакан теттене, е пылак çимӗçе, тумтир, атӑ-пушмак илсе килме пуçларӗç те ӗнтӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев