Ачасем хаваслăн выляççӗ, канаççӗ
Социаллă пулăшу уйрăмӗн, ачасен библиотекин, шкул тата искусство шкулӗн ӗçченӗсем ачасем валли вăйăсем йӗркелеççӗ
Ырă картиш
«Пăшăрхану» социаллӑ пулӑшу паракан центрӗн специалисчӗсем «Пӗчӗккӗ асамçăсем» ятлă вăйă, кăмăла уçмалли формăпа йӗркеленӗ черетлӗ планлă мероприяти ирттерчӗç.
– «Добрый дворик» социаллӑ проект ачасен пушӑ вӑхӑчӗсене усăллă ирттерме пулăшма май парать, тет ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан уйрăмăн заведующийӗ Г. Фахретдинова.
Социаллă пулӑшу уйрӑмӗн психологӗ тата социаллӑ педагогӗсем планпа килӗшӳллӗн тӗллевлӗ ушкӑнри ачасемпе сенсор вӑййисем ирттерет. Сенсор вӑййисем ачан чун-чӗрине лӑплантарма пулăшаççӗ, унӑн коммуникативлӑ майӗсене ӳстерет. Уроксем графикпа «Талантсен планети» ачасен творчество çуртӗнче вырнаçнă сенсор пӳлӗмӗнче иртеҫҫӗ.
Ача-пăча библиотекинче
«Добрый дворик» проекта пурнăçа кӗртнӗ май, ача-пăча библиотекин ӗçченӗсем «Выля-ха!» текен программа хатӗрленӗччӗ.
Уҫӑ сывлӑшра ачасем тӗрлӗ-хăнăхусем турӗç, вăйăсем вылярӗç.
Пӗрремӗш пулса, «Спорт» тапхӑрӗ хатӗрленӗччӗ. Çак этап ачасем спорт теми енӗпе тупсӑмсем çине хуравсем шырарӗҫ.
Иккӗмӗш этап «Кенгуруран кая мар» ятлă пулчӗ. Ҫак вӑйӑ вӑхӑтӗнче паллă пӗр хушша чупса иртмеллеччӗ. Паллах, ачасене те вăйăсем питӗ килӗшрӗç.
Виҫҫӗмӗш этапра – «Смекалка», «Кăмăллă Да-Нетки» те кашни команда хӑвӑртлӑхшӑн, этапа пахалӑхлă ирттернишӗн, ҫавӑн пекех, вӑйӑ вӑхӑтӗнче пӗрне пӗри пулăшнишӗн те балсем илчӗ.
1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче
Нумаях пулмасть шкулта вӗренекенсемпе ачасен паркне экскурсие кайрӗç. «Добрый дворик» социаллӑ проекта пурнӑҫлас йӗркепе кунта ачасене вӑйăсене хастар хутшӑнма пулӑшакан пӗчӗк архитектура формисемпе усӑ курса, планлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫак парк ӳссе килекен çамрăк ӑрушăн юратнӑ кану вырӑнӗ пулӗ.
Ачасен творчество шкулӗнче
Кӗрхи ӑшӑ кунсемпе усӑ курса, ачасен творчество шкулӗн искусство уйрӑмӗн вӗрентекенӗ Галина Захарова 1-мӗш класра вӗренекенсемпе «Кӗрхи вăрттăнлăхсем» сăнав ирттерчӗ. Урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ачасем кӗрхи ҫулҫӑсен тӗсӗсене сӑнаҫҫӗ, ҫулҫӑсем ӳкерсе кӑтартас тесен, мӗнле тӗссене пӗрле хушмалли çинчен пӗлчӗç, вӗсене ӳнер графики ҫинче мӗнлерех кăтартма кирлине палăртрӗç. Урокра графика çинче ҫулҫӑсем туса та пăхрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев