Реклама
Хыпарсем
«Ачамшӑн пурӑнатӑп пулӗ»
Хальхи вӑхӑтра Кивӗ Шаймӗршел ялӗнче 90 ҫул тата унран та аслӑрах 14 ҫын пурӑнать. Вӗсен ретне кун хыççăн Максума Файзрахмановна Макаева та туллилентерӗ – вӑл та 90 ҫул тултарнине палӑртрӗ.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче 10 ҫулти хӗрача ҫитӗннисемпе пӗрле колхоз хирӗнче вăй хунă. Ун чухне мӗнпур ача-пӑча утӑ, пучах, эмел курӑкӗсем пуҫтарнӑ, колхозра выльăх-чӗрлӗх пăхнă, килте пулӑшнӑ.
1959 ҫулта вӑл пӗр ял каччипе çемье çавăрнă. Анвар пиччепе вӗсем виҫӗ ача пăхса ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ трагедилле майпа вилнӗ, чи кӗҫӗнни вара – инвалид пулса ҫуралнӑ. Вӗсем иккӗшӗ тӗп ҫуртра пурӑнаҫҫӗ. Вӑтам ывӑлӗ Рифкать вара ҫемйипе Ульяновск хулинче пурӑнать.
Максума Файзрахмановна нумай ҫул хушши Кивӗ Шемӗршел участок больницинче ӗҫлет, пенсие тухать. Юлашки ҫулсенче куçӗсем начар курма пуçланă. Вӑл ӗмӗрӗ вăрăм пулнăшăн Турра тав тӑвать – «Ачамшăн пурăнтарать», тет. Кулленхи пурнӑҫра вӗсене социаллӑ ӗҫчен Лейсан пулӑшать. Максума ăна юратса «хӗрӗм» тесе чӗнет.
Юбиляр хӑнасем килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ. Ӑна çуралнă кунӗ ячӗпе Ҫӗпрел район Совечӗн Аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильхамия Мухитова саламларӗҫ. Хӑнасем юбиляра тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх сунчӗҫ. РФ Президенчӗн саламлă çырăвне тата район пуҫлӑхӗн ячӗпе парне пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев