Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ача-пăча кӗнекин эрнелӗхӗ

Усăллă эрнелӗх Ирина Павлова,   Упи ял библиотекарӗ

Çуркуннехи  каникул пуçлансанах, çулсерен, вулав çурчӗсенче  ача-пăча кӗнекин эрнелӗхӗ иртет.

Ăна кăçал паллă поэт Корней  Иванович Чуковский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланăччӗ. Эрнелӗхӗн пӗрремӗш кунне Çӗнӗ Упи тӗп шкулăн вӗренекенсемпе уçрăмăр. К.И.Чуковскийӗн кӗнекисемпе пал-лаштартăмăр. Ачасем «Доктор Айболит», «Мойдодыр», «Федорино горе» юмах сыпакӗсене вуларĕç. Писателĕн пурнăçĕ çинчен видео пăхрĕç, электронлă хăтлавра вăл çырнă произведенисемпе паллашрӗç.  Айпипи (Айболит)  тухтăр ачасене ăс витаминӗ парса тухрĕ.

Иккӗмӗш кунĕнче Çӗнӗ Упи ача садне çӳрекен шăпăрлансемпе ентешĕмӗрӗн В.Тараватăн «Чăн-чăн туслăх» кӗ-некипе паллашса, пӳр-нескеллĕ пуканнесемпе вылярăмăр.

Библиотекарь халапсем каласа пачĕ, кӗнеке куравĕ те хатӗрленĕччӗ. Ачасем кашни кун вулама кӗнекесем илсе кайреç.

Ачасене кӗнеке вулас туртăма хавхалантарса пынăшăн, вӗрентекенсене те тав сăмахӗ калас килет,.

Кӗнеке – пĕлӳ çăлкуçӗ.

Вулаканăн тавра курăмĕ аталанать. Вулав çурчӗ яланах вулакансене хавас. Çӗнӗ кӗнекесемпе  вара, библиотека туллиленсех тăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев