Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

95 ҫул. Нумай-и вăл, сахал-и?

Февралӗн 18-мӗшӗнче 95 ҫулхи юбилейне Ҫӗпрел районӗнчи Анат Вăрманай Шӑхаль ялӗнчи Ольга Осипова палӑртрӗ.

Ҫак чаплӑ пулӑмпа саламлама район Совечӗн Аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов тата Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова килнӗччӗ. Хӑтлӑ, килти лару-тӑрура вӗсем Ольга Максимовнӑна чечек ҫыххи, парне, ҫавӑн пекех, РФ Президенчӗн  Владимир Путинăн саламлӑ çырăвне пачӗҫ.

Мăнакăшне саламлама кӳршӗри Чӑваш Енрен те хӑнасем нумай килнӗччӗ.

Ольга Максимовна парнесемпе сӗнӳсене хаваслансах йышӑнчӗ, хӑй ӑҫта ӗҫлени тата пурнӑҫӗ мӗнле иртни ҫинчен каласа пачӗ.

95 ҫул пурӑннă пурнăç ҫинчен нумай каласа пама пулать. Юбилярăн шӑпи ҫӑмӑл мар. Тепӗр тесен, вӑл пурӑннӑ вӑхӑт та ансат пулман.

Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ вӑл, ачалăхӗ, çамрăклăхӗ çавăнта иртнӗ. Мӗн пӗчӗкренех пурнăçӗ ӗçпе çыхăннă. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче – уй-хирте, колхозра. Ҫуркунне выҫӑпа халсӑрланнӑ лашасене, хӗл каçарнă хыççăн, хире кӑларнине те аса илет Ольга аппа.  Çав лашасенчен пӗри вилет. «Унăн ашне темиçе çемье выçăпа вилес мар тесе, çирӗ», – тет.

Ҫемьере вӗсем пиллӗкӗн пулнӑ. Ольга Максимовна 7 ҫулта чухне амӑшӗ вилет, ашшӗ çӗнӗрен авланать.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче унăн виҫӗ пӗртӑванӗ фронта кайнӑ, иккӗшне таврӑнма пӳрмен. Пӗр тетӗшӗ фронтра ҫар хирургӗ пулса ӗҫленӗ.

1948 ҫулта Ольга аппа районти Анат Вăрманай Шӑхаль ялӗнчи Иван Алексеевича качча тухать. Пӗрле виҫӗ ача ҫитӗнтереççӗ, 70 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнаççӗ. Ольга Максимовнан пӗр ывӑлӗ пурнăçран уйрăлса кайнă, мăшăрӗ те паян çумӗнче çук, вилнӗ.

Хальхи вăхăтра вӑл ывӑлӗн Николайăн хӳттинче пурӑнать, хӗрӗ те ялта, юнашарах çеç. Тыл ӗçченӗн 3 мӑнукпа 2 кӗçӗн мӑнукӗ пур. Çакна та палăртса хăварас пулать,  виçӗ мӑнукӗ ятарлă çар зонинче çар службинче.

Нумай ҫул пурӑннӑшӑн хӑйӗн шӑпине вӑрӑм ӗмӗрлӗ юбиляр тав тӑвать. «Халӗ пурте пур, сывлӑх ҫеҫ пултӑрччӗ», – тет Ольга Максимовна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев