Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

9 уйӑхӗнче Тутарстан Республикин ҫулӗсем çинче 16 çулчченхи ачасем хутшăннипе 345 çул-йӗр транспорт инкекӗ уçăмланнă

ГИБДД асăрхаттарать

Кӑҫалхи çулăн 9 уйӑхӗнче Тутарстан Республикин ҫулӗсем çинче 16 çулчченхи ачасем хутшăннипе 345 çул-йӗр транспорт инкекӗ уçăмланнă.

Вӗсенче 6 ачан пурнăçӗ татăлнă, 367-шӗ тӗрлӗ шайра çан-çурăм суранӗсем илнӗ. Мӗнпур çул-йӗр транспорт инкекӗсен 46,4 процентӗнче ачасем хутшӑннӑ.  11 çул-йӗр транспорт инкекӗсенче ачасене илсе çӳретмелли правилӑсене пӑснине палӑртнӑ. Унта 2 ача вилнӗ тата вуннӑшӗ çан-çурăм суранӗ илнӗ. Пассажир-ачасен вилнин тӗслӗхӗсене Чистополь тата Нижникамск районӗсенче палăрнă. Ҫуран ҫӳрекенсем хутшӑннипе пулнă 139 ҫул-йӗр транспорт инкекӗсенче 143 ача хӗн курнӑ. Талăкăн тӗттӗм вăхăтӗнче  ҫуран ҫӳрекенсен 23 тӗслӗхӗнче 25 ача çан-çурăм суранӗ илнӗ. Велосипедпа çӳрекен ачасем хутшӑннипе 43 çул-йӗр  инкекӗ регистрациленнӗ, вӗсем пурте тӗрлӗ шайра суранланнă.

Куратпăр ӗнтӗ, çак цифрӑсем ашшӗ-амăшӗсене те, ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ ӗç пурнăçлакансене те тăнăç ларма пултараймаҫҫӗ. Çакă та паллă, ачасем суранланнă тӗслӗхсенчен ытларах пайӗ вӗсен каникул вӑхӑтне тӳрӗ килет. Кӗҫех, ноябрӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен, ачасем каллех каникулра пулӗҫ. Кӗрхи каникул кунӗсен кӗске вӑхӑтне тӳрӗ килнипе те уйрӑлса тӑрать. Ҫак вӑхӑтра водительсен ҫул ҫине тухакан ҫуран ҫынсене кураслăхӗ тата тепӗр хут чакать.  Ҫавăнпа та  ачасене çутта каялла тавăракан элементлă тум тăхăнтартни обязательнăй  пулса шутланать. 

–    Çул çитменнисен хушшинче çул-йӗр транспорт инкекӗсене тăвас мар тӗллевпе, республикăра «Тимлӗх – ачасем!» операци ирттерӗç. Операци ирттернӗ вăхăтра ачасемпе тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ, автомашина хатӗрӗсен водителӗсен тӗлӗшпе контроле çирӗпрех тăвӗç. Анчах ачасене шкул е полици кăна сыхласа пӗтереймест. Ачасен хăрушсăрлăхӗ пирки ашшӗ-амӑшӗсем те çирӗп шухӑшласанччӗ, – тет ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев