88 пин тенкӗ укçисӗр тăрса юлнă
Район çынни палламан ҫын – «мошенник» сӗнӗвӗпе районта кредит илет тата мӗнпур укҫине вăл кăтартнă счет çине куçарнă
Ан улталан!
Чăваш Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫынна палламан хӗрарӑм шӑнкӑравлать. Хӑйне вӑл «Перекет банкӗн» ӗçченӗ тесе паллаштарать тата кредит илес енӗпе унран ыйту кӗни çинчен калать.
Арçын «кредит ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп», – тесе хурав парать. Ҫакӑн хыҫҫӑн «Перекет банкӗн» ӗçченӗ ăна Владимир Николаевич ятлă тӗп специалистпа калаҫма сӗнет. Вăл вара арҫыннӑн банк карттисем пуррипе-çукки çинчен ыйтса пӗлет. Чӑваш Çӗпрел ял çынни икӗ банк картти пурри ҫинчен пӗлтерет. Тата лешӗн ыйтăвӗ ҫине хирӗç хурав парса банк карттисен номерӗсене, вӗсем ҫинче мӗн чухлӗ укҫа пулнине те калать.
Ҫаксене уçăмланă хыççăн «тӗп специалист» арҫынна укҫисене сыхласа хăварасси килсен хăвăрт кăна «Перекет банкӗн» уйрăмне килсе тата никама та пӗлтермесӗр укҫине банкран илме кирли çинчен калать. Арçын такси тытса банка килнӗ хушăра та «тӗп специалист» унпа çыхăнăва татса тăмасть. Арҫынна, мӗнпурӗ пулнă – 38 000 тенкӗ укçине банкоматран «илтерсен» те, ăна мӗнле счет çине куçарма кирлине те каласа тăрать. Тата район çынни вăл каланă счетсем ҫине икӗ хутчен 14634,15 тенкӗ тата 7804,88 тенкӗ чухлӗ укçа куҫарать. Анчах кунпа ӗҫ вӗҫленмест. «Тӗп специалист» арҫын ячӗпе кредита кам илме шутланине уçăмлама, уншăн хăй валли кредит илме сӗнет. Ҫакна та пурнăçлать Чăваш Çӗпрел ялӗн çынни. «Перекет банк»ӗнчен 50 пин тенкӗ кредит илет, ҫав счет ҫине куçарса та хурать. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ҫӗнӗ пӗлӗшӗн кăтартăвӗсемпе тата районти икӗ банка кредит илме заявлени парать, банксем вара, телее, кредит памаççӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн «тӗп специалист» арҫынна «Перекет банкӑн» ҫӗнӗ карттисене вăл пурăнакан вырăна 2020 ҫулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче кăнтăрлахи 3 сехетре кӳрсе парасси çинчен пӗлтерет. Калать тата... «çухалать».
Ҫапла вара пирӗн район çынни мошенникӑн «серепине» çакланать тата ӗнтӗ вăл халӗ, укҫисене ҫухатнисӗр пуҫне, тата 3 ҫул 50 000 тенке 17,9% ӳстерсе те тӳлеме тивӗçлӗ пулать. Мошенникăн кӗсйине, район çыннин çынна шаннине тата информацие тишкерсе пăхманнине пула, 88 000 тенкӗ укçа кӗрет.
Хисеплӗ район ҫыннисем, сире улталама, ултавлӑ ҫулпа укçăра хуçа пулма ăнтăлакансене пӗлсен, укçăра куçариччен, «ӗç пулса иртиччен», полици ӗçченӗсемпе, тăванăрсемпе, шанчăклă çыннăрсемпе канашласа пӑхӑр. Хӑвӑр тата ҫывӑх ҫыннăрсен тӗлӗшпе тимлӗхлӗ пулăр! Енчен ӗнтӗ çакăн пек лару-тӑрӑва лекрӗр иккен, 02, 2-20-45 телефон номерӗпе шăнкăравласа, районти полици уйрăмне хыпарлама ыйтатпăр. Ҫавӑн пекех кӗсье телефонӗпе 102 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама та май пур.
Статьяна Раççей Шалти Ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн полици начальникӗн çумӗпе Ранис Латыповпа пӗрле хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев