Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

7200 Ҫӗпрел ҫынни  социаллӑ пулăшу илнӗ

2021 ҫулта районти халӑхӑн 34,3 проценчӗ, урăхла каласан, 7200 ҫын, социаллӑ хӳтлӗх управленийӗ урлӑ социаллӑ пулӑшăвăн тӗрлӗ тӗсӗсене илнӗ. Кун ҫинчен управленийӗн ертӳçи Зульфия Юсупова пӗлтерчӗ

 

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, вӗсен тӑлӑх мăшăрӗсене, ӗҫ ветеранӗсене, инвалидсене, нумай ачаллӑ çемьесене, Чернобыль аварийӗнче хутшӑннисене тата ытти çавăн пек категорири граждансене тӗрлӗ субсиди-ҫӑмӑллӑхсем, компенсацисен тӗрлӗ тӗсӗсене тӳлесси пурнăçланать. 2021 ҫулта ҫак тӗллевсем валли 56 миллион тенкӗ тӑкакланă.

2021 ҫулта районӑн 4770 гражданинӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме субсиди-ҫӑмӑллӑхсем илнӗ. Вӗсенчен 2371шӗ – федераци льготникӗсем (инвалидсем, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, Чернобыль аварийӗнче хутшăннисем, тӑлӑх мăшăрсем), 2399шӗ – республика льготникӗсем (ӗҫ ветеранӗсем, нумай ачаллӑ ҫемьесем).

2021 ҫулта, сӑмахран, «Ачисем пулнă ҫемьесене уйӑхсерен парăнакан тӳлевсем ҫинчен» федераллă законпа килӗшӳллӗн районти 142 аннене пӗрремӗш ачи валли уйăхсерен парăнакан пособи хатӗрленӗ. Кашни уйӑхра 9713 тенкӗ тӳленӗ. Тӳленнӗ укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле сумми 17 миллион та 314 пин тенкӗпе танлашать.

Зульфия Юсупова каланӑ тӑрӑх, иртнӗ çул ялта сахалтан та 3 çултан кая мар пурӑннӑ 39 ҫамрӑк анне пӗрремӗш ачи ҫуралнӑ хыҫҫӑн 50-шар пин тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш ачине 29 ҫулти ҫитиччен ҫуратнӑ 7 çамрăк анне 100-шер пин тенкӗ укçа илнӗ.

3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхи ачисем пулнă 388 ҫемье социаллӑ тӳлевсем ыйтса заявлени çырнă, вӗсенчен 181 ҫемьен ыйтӑвне ҫырлахтарнӑ. Тӳлев палăртма пăрахăçлани ытларахӑшӗн тупӑшӗсем тата пурлӑхпа тивӗҫӗнни ӳснипе ҫыхӑннӑ.

«Тин çуралнă ачисем пулнă çемьесене парне комплекчӗсем парасси çинчен» ТР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, районта 17 ҫемьене ача-пӑчана кирлӗ пулнă хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ», – тет Зульфия Иршатовна.

– 18 ҫула ҫитичченхи пилӗк тата унран та ытларах ачаллӑ 5 ҫемьене, социаллӑ контрактпа килӗшӳллӗн, кашни уйӑхра пособи тӳленчӗ. Ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗри инвалид е ачисенчен пӗри инвалид пулнă  2 ҫемьене те пулӑшу пама палӑртнӑччӗ, – тет вăл.

Районти социаллӑ хӳтлӗх паракан управлени бюджет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, пенсионерсене санаторипе курорт валли, реабилитаци центрӗсене кайма паллă пӗр калӑпӑшра путевкӑсем те парăнаҫҫӗ. Сӑмахран, 2021 ҫулта бюджет организацийӗн 10 ӗҫченне санаторие кайма путевка панă, 39 инвалид, ҫав шутра, 8 инвалид  ача реабилитаци центрӗсенче сывлӑхӗсене çирӗплетнӗ. Виҫӗ ҫула ҫитичченхи ачисем пулнă çемьесене районти социаллӑ хӳтлӗх управленийӗн пурлăх тӳлевӗсем енӗпе ӗҫлекен уйрăмӗн йышӑнӑвӗпе «Ак Барс» банк картти парăнать. Ҫак карттӑ ҫине ача валли эмелсем, памперс, ача апат-ҫимӗҫӗ туянма  71 ҫемьене 5000шер тенкӗ укçа куçарнӑ.

 

Паянхи куна Тутарстанра пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе халӑх валли – 10756 тенкӗ, ӗҫлеме пултаракан халӑх валли – 11724 тенкӗ, пенсионерсем валли – 9250 тенкӗ, ачасем валли – 10433 тенкӗ виҫепе палӑртнӑ.

Справка

Кăçалхи çул закона улшăнусем кӗртнипе, унччен социаллӑ хӳтлӗх управленийӗ урлӑ йӗркелекен хăш-пӗр категорири граждансене тӳлев палӑртас енӗпе полномочисене РФ Пенси фондне пачӗç. 2022 ҫулта ОСАГО килӗшӗвӗпе медицина кӑтартӑвӗсем тӑрӑх транспорт хатӗрӗсем пулнă инвалидсене страховани премине компенсацилеме; йывӑр ҫын тата ача çуратнăшăн пособисене; ача ҫуралсан пӗр хут парăнакан пособие; ачине пӑхмалли уйӑхсерен парăнакан пособие; ҫар служащийӗ валли уйӑхсерен пособие; ҫар служащийӗн çире пур арӑмне пӗр хут парăнакан пособие; радиаци витӗмне лекнӗ граждансене пăхăннă компенсацисемпе пособисене; ҫар служащийӗсен (вилнисен) ҫемйисен членӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлевсене; ҫарта суран илнӗ инвалидсене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене уйӑхсерен укҫа-тенкӗ компенсацийӗсене; ирӗклӗхсӗр тӑрса юлнӑ репрессие лекнӗ ҫынсене укҫа-тенкӗ компенсацийӗсене РФ Пенси фончӗ урлӑ тӳлеме пуҫларӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев