Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

70 водителе явап тыттарнă

Штрафӗсем пулсан та, ăна тӳлемен водительсене Раҫҫей Федерацийӗн КоАП 20.25 ст. 1-мӗш пайӗпе административлӑ наказани параҫҫӗ.

Штраф пирки решени законлӑ вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн, вӑтӑр кунран кая юлмасӑр тӳленме тивӗç. Саккуна пӑхӑнман водительсене штраф сумминчен икӗ хут пысӑкрах ӳстерсе тӳлеттерес тӗлӗшпе санкцисемпе усă курма е вунпилӗк талӑк таран ирӗкрен хăтарма пултараҫҫӗ. Кӑҫалхи çулăн иртнӗ тапхăрӗнче Ҫӗпрел районӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалăх инспекцийӗн ӗҫченӗсем çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн правилисене пӑснӑшӑн штрафсене вăхăтра тӳлемен 70 водителе протокол тултарнă, вӗсенчен 8шне обязательнăй ӗҫе явӑҫтарнӑ, ыттисем икӗ хут штраф тӳленӗ. Кун çинчен ГИБДД Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев