23 ҫулхи арҫын юлташне хӗненӗшӗн айӑпланчӗ
Айӑпланакан ӗлӗкхи арӑмне пӗр класра вӗренекенпе кӳлешнӗ.
Ҫӗпрел районӗн прокуратури Ульяновск хулинче пурăнакан 23 ҫулхи арçын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ енӗпе патшалăх айăплавне хӳтӗлерӗ. Суд арҫынна РФ 111 статйин 1-мӗш пайӗпе преступлени тунӑшӑн айӑплă тесе палăртнă. 2020 ҫулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче, ҫӗрле, айăпланакан тусӗсемпе пӗрле Хăймалу ялӗ çумӗнче пӗр класра вӗреннӗ юлташне тӗл пулать. Вӗсем хушшинче тавлашу килсе тухать – айӑпланакан хӑйӗн ӗлӗкхи арăмне кӳлешет. Тавлашнă вăхăтра айӑпланакан ӳсӗр юлташне чăмăрӗпе икӗ хутчен çапать. Лешӗ çӗр çине кайса ӳкет. Унтан айӑпланакан ӑна урипе тапать тата пуҫне суранлатать.
Айӑпланакан хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗнет. Суд ӑна сăнав срокӗпе условнăй майпа 1 ҫул та 6 уйӑха ирӗкрен хăтарас енӗпе наказани палӑртнӑ.
(Статьяна РТ прокуратурин сайтӗнчен илнӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев