Хур – усăллă, тупăшлă шыв кайăкӗ
Хур темиҫе ӗмӗр хушши кил-ҫурт илемӗ, йăла-пурнăç атрибучӗ пулчӗ
Ӗлӗк ялсенче кашни килтех хур усратчӗç. Йăлана кӗнӗ пек, икӗ амапа пӗр хур аҫине хӗл каçма хăваратчӗç. Хурсем туслă пурăнаççӗ, пусма ларас умӗн йăвине тӗк-мамăкӗсене тăкаççӗ. Аҫи амине ҫӑмарта тума алăк патне ҫитичченех ӑсатса ярать, вӑл тухасса кӗтет, тухсан вара, ҫуначӗсемпе савӑнӑҫлӑн сулкалать, ташлать...
Хур амин йăви пӳртре, кровать айӗнче. Анне пире: «Хурсем ҫӑмарта тума пуҫларӗҫ, ан шавлӑр, унсӑрӑн ҫӑмартасем пушӑ пулаҫҫӗ», тесе аса илтерсех тăратчӗ. Тепӗр тесен, нумай ачаллӑ ҫемьере кам шавламасӑр ҫӳрӗ-ха. Паллах, хурсем ҫакна хӑнӑхса ҫитетчӗç. Анчах та, çиллине кăларма ӗлкӗретчӗç – кравать çумӗнчен иртнӗ чухне систермесӗр кăна ураран «лектерсе» те илетчӗç, Кама мӗн чухлӗ-тӗр, пирте вара хур ами 20 яхăн чӗпӗ кăларатчӗ, çаплах, иккӗмӗш хут та пусма ларатчӗ.
...Ҫак асаилӳсене çӗнетесси ҫеҫ юлчӗ. Çук, кунта ачалӑх иртсе кайни ҫеҫ сăлтав мар! Халӗ килте кам хура пусма лартса, ăна кӗртсе-кăларса аппаланӗ... Ун пек çӳллӗ краватьсене те тахçанах кăларса пăрахнă. Халӗ питӗ меллӗ – хур чӗпписене пасартан кайса илетпӗр!
Унта мӗнли кирлӗ: халӗ кăна тухнине-и, икӗ эрне пулнисене-и е пӗр уйӑхрисене-и – мӗнли кирлӗ çавна туянма пулать. Тата çакна та каласа хăварас пулать – ӗлӗкрех хурсене çемьешӗн усранă пулсан, халӗ нумайăшӗ ăна сутма тесе усрать. Ялсенче, район центрӗнче 50ран пуçласа 1000 хур чӗппи ӳстерекенсем те пур. Çавăн пеккисенчен пӗри Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнчи Гульбану Фаисханова килти кайăк-кӗшӗке ӳстермелли вăрттăнлăхсем çинчен те каласа пачӗ.
– Хурсем сарайсенче кăна пурӑнакан кайӑк-кӗшӗк мар, вӗсем ирӗклӗхе, курăк çисе тата çырма хӗррисенче ҫӳреме юратаҫҫӗ. Ҫывӑхра çырма ҫук пулсан, пысӑках мар пӗве тумалла, шыва час-часах улӑштармалла, мӗншӗн тесен хурсем тасалӑха питӗ юратаҫҫӗ. Вӗсем те, кӑвакалсем пекех, ҫӑвара апат лексен, сӑмсисене чӳхеме хӑвӑртрах шыв патне чупаҫҫӗ. Таса шывра шыва кӗрекен кайӑк-кӗшӗксен тӗкӗсем те пахалӑхлӑ пулаççӗ, – тет вăл. Нумайӑшӗ хур ашне ҫиме хӑраҫҫӗ, вӑл ҫуллӑ, теççӗ. Эпир вара, юрататпӑр хур ашне. Нумай усрасан, сутма та юлать.
Гульбану аппа каланă тăрăх, «Линда» ăратлă хурсем ытти ӑратсенчи хурсемпе танлаштарсан питӗ хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ, чир-чӗре те питех парăнмаççӗ.
Хур усрани сывлăхшăн та усăллă тесе калаççӗ.
– Хӑш-пӗр ҫынсем депрессие питӗ хăвăрт парăнакан пулса тăраççӗ. Кунӗ-кунӗпе кăмăлсăр, ниçта тухмасăр, килӗсенче питӗрӗнсе лараççӗ. Çакăншăн мӗнпе те пулин интересленмелле, пушă лармалла мар. Чăх-чӗп, хур-кăвакал ӳстерни – чи лайăххи. Мӗншӗн тесен вӗсене ача пек пӑхатӑн, вӑхӑт иртнине те сисместӗн, – тет çакăн енӗпе район центрӗнчи больницăн врачӗ Альфия Амирханова.
Хурсем çинчен
Хурсем – нумай пурăнакан кайăк-кӗшӗк, ӑратне пӑхсан, 18-20 ҫул та пурӑнма пултараҫҫӗ. Хурăн ури кӗренрех-хӗрлӗ тӗслӗ, анчах та вӑл шӑннине пӗлтермест.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, вӗсене юн тымарӗсем ӑшӑтаҫҫӗ иккен. Хурсем Рима тӑшманран ҫӑлса хӑварни ҫинчен калакан легенда пур. Унта, çаплах, хурсене хисеплесе палӑк та лартнӑ. Йытӑсене тӑшмансем ҫывӑрттарма, наркӑмӑш пама пултараҫҫӗ, хурсемпе вара, ку чеелӗх килсе тухмасть, теççӗ.
Хурсен хӑлхисем лайăх илтеççӗ, вӗсем кăшт кăна кăштăртатнă сасса та сисеççӗ, тӗттӗмре курмасан та шӑв-шав ҫӗклеме, хуҫана хӑвӑрт ура ҫине тӑратма пултараҫҫӗ. Хурсем хӗллехи сивӗсене парăнмаççӗ, уҫӑ сывлӑшра юр ҫисе çӳреççӗ. Анчах ҫавӑн пек йӑла пур: хушшисенче хăшӗ те пулсан чирлесен, ӑна пусмӑрлама тытӑнаҫҫӗ, ушкӑнран хӑваласа кӑлараҫҫӗ, ҫиме ирӗк памаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев