Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Вăрçă ветеранӗсене –кӗсъе телефонӗ

    «Фронтовиксене – телефонсем» Пӗтӗм Раççейри акци йӗркипе, Ҫӗпрел районӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсене лимитсăр тарифлă караслă телефонсем пачӗç

    Проекта «Пирӗн Ҫӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗ «Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем» Пӗтӗм Раççейри обществăлла юхăмпа пӗрле йӗркеленӗ.

    Проектра Раҫҫейӗн цифра  аталанăвӗпе информаци, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви тата Раççейӗн ертсе пыракан караслă çыхăну операторӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул ҫитнӗ май çак мероприятие ҫӗршыври эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑран, вӑхӑтлӑха куçарса тăнăччӗ.

    Пирӗн районтан Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурăнакан Анвар Фахретдинова тата Зиатдин Тимергалиева (96шар çул) район  пуҫлӑхӗ Марат Гафаров телефонсем пачӗ. Ветерансене саламласа, вăл çак хатӗрпе мӗнле усă курмаллине кăтартрӗ. 

    –Вӑрҫӑ вӗçленнӗренпе нумай ҫулсем иртнине те пăхмасăр, пире çакăн пек хисеп тунăшăн мӗнпур ертӳçӗсене тав тăватпăр. Эпир ӗнтӗ аслă çулсенче, çитӗнекен ăру вăрçă ан куртăрччӗ. Халӗ эпир тулăх пурнăçпа пурăнатпăр. Пурнăçăн хакне пӗлӗр! – терӗ Анвар пичче.

    – Ҫак телефон ветерана йывăр самантра хăвăрт тата пӗр чăрмавсăр ятарлă ӗçченсемпе, волонтерсемпе е медицина учрежденийӗпе çыхăнăва кӗме май парать. Кирек мӗнле ыйту енӗпе те мана шӑнкӑравлама пултаратӑр, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Гафаров.

    Çакăн пек  телефонсене Упи ялӗнче пурăнакан  Валентина Калачевана, Ҫӗнӗ  Кахăрлă  тата Мучелей ялӗсенче пурăнакан  Фатых  Залалетдинова  тата Гильман Ибрагимова  та пачӗç.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: