Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Тӗллев штраф парасси мар, сыхласси

    Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ӗçченӗсем массăллă рейд-тишкерӳсем ирттереççӗ

    Майăн 12-мӗшӗнчен пуҫласа Тутарстан Республикин пӗтӗм территорийӗнче маскăсемпе тата перчеткесемпе усӑ курасси ятарлă пулчӗ. Сывлав органӗсене тата алӑсене индивидуаллă сыхлас енӗпе тивӗçсене  ТР Министрсен Кабинечӗн Постановленийӗпе вăя кӗртрӗç.

    Граждансем ваккăн суту-илӳ тăвакан объектсенче, обществăлла транспортсенче, таксире перчеткесемпе маскӑсене тӑхӑнса ҫӳреме тивӗçлӗ. Çакăн пек чухне кăна обществăлла вырӑнсене тата ӗçлӗ пулӑшу кăтартакан объектсене кӗме май пур. Ҫавна май Раççей Шалти ӗçсен Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ӗҫченӗсем массӑллӑ рейдсем (тишкерӳ) ирттерме пуҫларӗҫ. Полици ӗçченӗсем иртен-ҫӳренсене чараҫҫӗ те урамра мӗнле тӗллевсемпе пулни ҫинчен ыйтаҫҫӗ. Çак çын çирӗп изоляцире пулнипе пулманнине тишкереççӗ,  вӑхӑтлăх чикӗлевсене пӑсас мар пирки ӑнлантару ӗҫӗсем илсе пыраççӗ. Шалти ӗҫсен пайӗн начальникӗ, полици подполковникӗ Рустам Мухаметзянов каланӑ тӑрӑх, ҫак тӗллевсем валли уйрӑмӑн пӗтӗм составне мобилизациленӗ.

    Хăйсен черетӗнче, организацисем, уйрӑм предпринимательсем те граждансене ваккăн суту-илӳ тăвакан объектсене, обществăлла транспорт тата такси енӗпе, ӗçлӗ пулăшу кăтартакан объектсене маскăсăр тата перчеткесӗр кӗртме юрамасть. Вӗсене маскӑсем тата (респираторсем) тата кирлӗ чухне перчеткесемпе хӑйсен объекчӗсенче, территорийӗсенче тата пассажирсем турттарас ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне ӗç паракансем тивӗҫтерме тивӗçлӗ. Правилӑсене пӑсакансене Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ право йӗркине пӑснисем ҫинчен калакан кодексăн 20.6.1 статйипе явап тыттарӗҫ. Апла пулсан, граждансене асӑрхаттарма е пӗр пинрен 30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсене 10 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, уйрӑм предпринимательсене – 30 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, юридически сӑпатсене –100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран пăхăннă. Ҫыннӑн сывлӑхне е пурлӑхне сиен кӳрекен ӗҫсем тунӑ чухне штрафсен сумми пысӑкланать. Сӑмахран, граждансемшӗн – 15 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсемшӗн  – 300 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран е пӗр ҫултан пуҫласа виҫӗ ҫул таран дисквалификацилесси, уйрӑм предпринимательсемшӗн тата юридически сӑпатсемшӗн – 500 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран е ӗҫ-хӗле 90 талӑк таран административлӑ чарса лартма палăртнă. Палӑртса хӑварар, маска кӗсьере е сумкӑра пулсан та, протокола пӑсни шутланать. Шалти ӗçсен ӗçченӗсем районта пурӑнакансене килте юлма тата вӑхӑтлӑх изоляци режимӗ ҫине яваплӑха туйса пӑхма чӗнсе калаҫҫӗ. Режима тӗрӗс пурнăçланă вăхăтра кӑна граждансен инфекцирен сыхланма пулать, тесе вӗсем аса илтереҫҫӗ.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: