Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Тăван ен» — чи юратнă хаçат

Уписем хаçат çырăнас енĕпе яланах хастаррисен йышӗнче

Паян интернет саманинче нумайăшĕ хаçат-журнал, кĕнеке вуламаççĕ, тенĕ сăмах йăнăш пулнă пулĕччĕ. Аслă ӳсĕмрисем те, вăтам çултисем те юратса вулаççĕ, кашни çырăнтару тапхăрĕнче çыхăну уйрăмĕнче, е почтальон урлă тĕрлĕ пичет кăларăмĕсене кăмăлласах çырăнаççĕ. Эрнекунсерен килекен хаçатран типографирен пичетленсе тухнă сăрă шăрши кĕни те мĕне тăрать. Алла тытмасăр ярас та килмест. 

Çавна май Çĕнĕ Упири Культура çуртне хӳтĕлев сетки çыхма çӳрекенсенчен те хаçат пирки шухăшĕсене ыйтса пĕлтĕм.
Упи вăтам шкулӗнче кĕçĕн классен вĕрентекен пулса 40 çул ĕçленĕ Валентина Савинана шкул пурнăçĕ пирки паллашма интереслӗ иккен.

— Вăтăр çул каяллипе хальхи вĕрентӳ тытăмне танлаштарсан пĕлӳ парасси нумай енчен улшăннă. Шкулсенче иртекен тĕрлĕ мероприятисем пирки вуласа савăнатăп. «Тăван Атăл» журнала та çырăнса илсе вулатăп.

— Хаçата почта ещĕкĕнчен илсенех, пӳрте кĕричченех эпĕ паллашатăп, ăшă чухне урамари сак çине ларсах вулама кăмăллатăп. Хăш-пĕр çырнă статьясене пĕрле сӳтсе яватпăр, — тесе Люсяпа Николай Адъютантовсем те хаçата юратса вуланине пĕлтерчĕç.

— Тавах хаçатра ĕçлекенсене! Малашне те çĕнĕлĕхсемпе савăнтарсах тăччăр, вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр хаçатăн кун-çулĕ, — терĕç тепĕр ушкăн хĕрарăмсем.

— Упи енчи хыпарсене çырсан тата та хавхаланса вулатпăр, хăйне евĕр интереслӗ пек, — терĕ Галина Ярухина савăнса та хăпартланса.

— Сывлӑха упрамалли тӗрлӗ мелсем пирки, хамӑр патӑрта ӳсекен сиплӗ курӑксен усси ҫинчен, тухтӑрсен канашӗсене кӑмӑлласа вулатӑп. Кирлӗ сӗнӳсемпе пурнӑҫра усӑ куратӑп, — терӗ Турхан Упири Ольга Сердцева. 
Канаш паççулкари Викторовсем те каннă хушăра хаçат тĕркĕмне илсе вулаççĕ, çырнисемпе кăмăллă пулнине палăртрĕç.
Çыхăну уйрăмне коммуналлă пулăшусене тӳлеме килнисем те, черетре тăнă вăхăтра хаваспах килĕшрĕç хуравлама.

— Эрнекуна кĕтсе, хаçатри калавсене икĕ хут та «шĕкĕлчесе» тухатăп, питĕ кăмăллă çыраççĕ. Темĕн те пур кирли, темĕн çинчен те вуласа пĕлме пулать. Ытларах литература страници чуна çывăх, — пĕлтерчĕ Упи ялĕнчи Лидия Морозова. —

Калавĕсем тата та ытларах пулсан аванччĕ.
Уписем хаçат çырăнас енĕпе яланах хастаррисен йышăнче пулнă. Хальхи çырăнтару тапхăрĕнче те вулакансен йышĕ чакмасса, малашне те шанчăклă туссен йышăнче пĕрле пуласса шанса тăратпăр. Чун апачĕсĕр пурнăç çук. Хаçата çырăнмасăр ан юлăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев