Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Рекордлӑ тухăç «Цильна» обществăра

    Хирсен пулӑхлăхӗ енӗпе «Цильна» обществăпа танлашакан ҫук.  Кунта пӗрчӗллӗ культурăсен кашни гектарӗ вăтамран 55,3 центнер тырӑ

    Кашни çулхи пекех «Цильна» хуҫалӑх уй-хирӗнче акса ӳстернӗ тырпул шӑпине кӑҫал та район тата республика калăпăшӗнче палăрнă, çулсерен тыр çи вăхăтӗнче чи нумай  тырă çапса илсе, ăмăртусенче çӗнтернӗ комбайнерсем татса параççӗ.

    – Комбайнерсем ирхинехи çичӗ сехетченех хӑйсен «хир карапӗсем» патне килеҫҫӗ. Сывлăм типиччен техникӑна пăхса илеççӗ. Тӗштырӑ çапса илессишӗн ӗçе пуçăнсан чарӑнса тăма çук, вӑхӑт питӗ хаклӑ. Каҫпа та сывлăм ӳкиччен çапатпăр, – тет «Цильна» обществӑн тӗп агрономӗ Раис Раимов.

    – Умри кунсене пӗлме пулмасть, ҫанталӑк уяр тăни тыр çи ӗҫӗсене анлӑн сарса ярса ӗçлеме май парать. Тӗштырӑ та тӗлӗнмелле лайӑх тухать, çавăнпа та чун савăнать. Акса ӳстернине çухатусемсӗр пуçтарса илмелле пултăрччӗ, –  терӗҫ комбайнерсем те.

    «Тукано» маркăллă комбайнсене çӳретекен Рафик Шайдуллов, Ильгиз Миначев тата Ильдус Замдиханов, «Полесье»семпе Фанис Валиев тата Радик Тарфатуллов нумай çултанпа Ҫӗпрел районӗн малта пыракан комбайнерсен списокӗн пуҫламӑшӗнче тăраҫҫӗ. Кăçалхи тыр çинче те районта пӗрремӗшӗсем пулса пӗр пин центнер тырра Рафик Шайдуллов  ҫапса илчӗ. Ҫак комбайнерсен тăрăшуллă ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗпе кунсерен йӗтем çине ҫичӗ пин центнертан ытла тырӑ анать тата виҫмелли хатӗр урлă тухса кашни килограмм шута илӗнет. Тырра çавăнтах «ЗАВ-20»  тата «ЗАВ-10» механизациленӗ вӑрлӑх тасатакан агрегатсене пушатаççӗ. Тыррӑн нӳрӗлӗхӗ 14-15процент. Нӳрӗлӗх пысăкрах пулнă вăхăтра вӗсене кăштах  типӗтеҫҫӗ.

    – Хирсем урлӑ ҫиллӗ-тăвăллă  ҫумӑрсем çуса иртнӗ. Ҫавӑнпа урпа участокӗсенче вырӑнӗ-вырӑнӗпе калчасем çӗр çине выртнă. Комбайнсен  выракан агрегатне те çавна май хатӗрлерӗмӗр, хӑвӑртлӑхне те чакарма тӳрӗ килет. Тырра ҫухататусемсӗр пухса илесчӗ, хамӑр ӳстертӗмӗр вӗт, – тет Ильгиз Миначев.

    Ҫак комбайнер ӗҫтешӗсем хушшинчи ӑмӑртура  – малта пыракан. Тӗрӗс, ҫӗр ӗҫченӗсен  ӗç кӑтартӑвӗсенче пӗр-пӗринчен пысӑк уйрӑмлӑх ҫук. Апла пулсан, ыран кам лидер пулассине паян тӗрӗс кăна калама йывӑр. Чи пахи – пилӗк экипаж та пӗтӗм вӑйран вăй хурать. Вӗсен кулленхи ӗҫне ятарлӑ бюллетеньсенче ҫутатса пыраççӗ  тата комбайнерсене параҫҫӗ.

    Тыр çи ӗçӗсене шоферсемсӗр пуçне пурнăçласа тухма пулмасть. Асхать Залалтдинов, Радик тата Айрат Сагдиевсем, Джаудат Валиев, Ильгиз Басыров, Ансар Тухфатуллов тата Марат Сирачев кӑҫалхи тыр çи ӗçӗсем тӗлне те  хăйсен «КамАЗ» машинисене ҫирӗп хатӗрленӗ, кузовӗсене герметизациленӗ. Комбайнсен тулли хăватпа ӗçленинче вӗсен те пайӗ пысӑк.

    Çакна та аса илтерес пулать, ҫав хуҫалӑхăн ҫӗр ӗҫченӗсем ӗлӗкхи çулсенче ҫанталӑк условийӗсем майсем панӑ чухне тыр çине 20 кун хушшинче вӗçлетчӗç. Обществăн ертӳçи Барис Гафуров каланӑ тӑрӑх, кӑҫал та тыр çи ӗçӗсем пысăк темппа пырӗç. «Шӑрӑх та типӗ кунсем хыҫҫӑн çил-тăвăллă çумăрсем кăна килсе тырра ан пӗтерччӗр», – тет Барис Гафуров. 

    Справка

    Районти ҫӗр ӗҫченӗсен пӗрлехи тăрăшуллăхӗпе  4000 гектартан ытла лаптăкри пӗрчӗллӗ культурăсене вырса çапрӗç. Кашни гектартан вӑтамран 38 центнер тухăç тухать. Республика тăрăх 42 центнер. «АгроТрансПорт», «Гафуров Д.А.», «Махмутов И. Ф.», «Низамов А. А.» тата «Бикчуров Р.А.»  хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче те çак кӑтарту 40 центнертан ытла.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: