Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Максим Топилин: «Ҫӗпрелте тăрăшуллă халăх пурӑнать...»

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ килчӗ

Кун пулăмӗ

Района ӗçпе Раҫҫей Федерацийӗн Федераллă Пухăвӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, Патшалӑх Думин Экономика политики комитечӗн ертӳçи Максим Топилин, çавăн пекех, Тутарстан Республикин министерствисемпе тӗрлӗ ведомствисен представителӗсем килчӗҫ.

Пӗчӗк тата вӑтам бизнес

Хӑнасем ӗçе «Атӑлҫи цеоличӗ» обществӑпа паллашнинчен пуҫларӗҫ. Паян общество ҫӗр айӗнчи ҫутҫанталӑкри продукцие — Тутар Шатăршан тӑрӑхӗнчи цеолитран продукци тăвас, ӗçе кӗртес тата сутас енӗпе ӗçлет. Компани районта 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра виҫҫӗмӗш ҫӗнӗ завод тӑваҫҫӗ. Обществӑн малашлӑх планӗ — строительство материалӗсем туса кӑларасси. Хӑнасене заводсен продукцийӗн пур тӗсӗсене те кӑтартрӗç.

"АгроТранСпорт«ра вӗсем предприятин ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗç. Ял хуҫалӑх продукцийӗн производствисӗр пуҫне, кунта кушаксем валли улӑмран наполнительсен производствине йӗркеленӗ. 
район предста-вителӗсем Анат Чакă ялӗнчи тӗп юсав ирттернӗ, ҫӗнетнӗ шкула пӑхса тухрӗç, вӗренекенсемпе, учительсемпе курса калаçрӗç.

Предпринимательсем патӗнче

Вӗсем, çавăн пекех, районти промышленность паркне кайса ҫӗнӗ резидентсен ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗç. Хӑнасене ҫӗнӗ резидент — Владислав Токмаков ертсе пыракан цехра туса кăларакан хӗҫпӑшал ещӗкӗсем питӗ килӗшрӗ.

Кӑнтӑрла иртсен Максим Топилинпа министерство представителӗсем районти предпринимательсемпе тӗл пулчӗҫ. Мероприятие предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен ТР Раисӗ ҫумӗнчи предствитель Фарит Габделганиев, ТР экономика министрӗн ҫумӗ Олег Пелевин, «ТР предпринимательлӗхе пулӑшмалли фонд» коммерциллӗ мар микрокредит компанийӗн генеральнӑй директорӗ Айдар Салихов, ҫавӑн пекех, налук инспекцийӗн тата тӗрлӗ банк представителӗсем хутшӑнчӗç. 

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче предпринимательсене республикӑра пурнӑҫлакан пулӑшмалли мерӑсене, льготăллă программӑсене сӳтсе яврӗç. 

Транспорт ыйтӑвӗсемпе ҫул-йӗрсем...

Максим Топилин ҫӗпрелсене хăйсен ыйтăвӗсемпе те йышӑнчӗ. Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Рашит Фатхуллов депутатран Хусан — Пӑва тата Кивӗ Ҫӗпрелне пӗрлештерекен автобус рейсне ҫӗнетме ыйтрӗ. Мучелей ялӗнчен Фиркать Ахметшин яла каякан ҫул питӗ начаррине палӑртрӗ, ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшма ыйтрӗ. 
Патшалăх Думин депутчӗ мӗнпур ыйтусене хăйӗн контрольне илесси çинчен каларӗ.

Гуманитари пулӑшӑвӗ 

Районта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухасси хастар пырать. Максим Топилинпа Марат Гафаров та кӗске вӑхӑтлӑха отпускра тӑракан ҫар ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ, вӗсене тата гуманитари пулӑшӑвне пухас ӗҫе хастар хутшӑнакан волонтерсене парнесем пачӗҫ. 

Тав ҫырӑвӗсене ҫак кун КФХ пуҫлӑхӗ Равиль Бикчуров, «Ырăлăх çулăмӗ» волонтерсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Альфия Айнуллова, ятарлӑ ҫар операцийӗ валли гуманитари пулӑшуне леçекен волонтер-водительсем: Ильмас Ахметовпа Айдар Мушарапов; Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов илчӗç. 

Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче

Депутатăн çулçӳревӗ «Тăваньел сачӗсем» кооператив тата Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем патне ҫитсе курнипе вӗҫленчӗ.

Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи шкулта паянхи кун тӗпрен юсав ӗçӗсем пыраççӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ 100 ҫул каярах никӗсленнӗ, унӑн алăкӗсенчен чаплӑ ҫынсем, артистсем, спорт мастерӗсем, ученӑйсем тухнӑ. Пӗлтӗр кунта ҫӗнӗ модуль библиотеки хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ, культура çуртне юсанӑ. Паллах, çак ӗçсенче «Цильна» обществăн ертӳҫин Барис Гафуровӑн пайӗ пысăк. 
Руководительсем шкулти юсав ӗҫӗпе паллашрӗҫ, библиотекӑна пӑхрӗҫ, паркри палӑк умне чечексем хучӗҫ, социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Барис Гафурова РФ Патшалăх Думин Тав ҫырӑвне пачӗҫ.

Максим Топилин:

«Ҫӗпрелте пуҫаруллӑ та ӗҫчен халӑх пурӑнать. Предпринимательство аталанать, тӗрлӗ производствăсем уҫӑлаҫҫӗ, ҫар ҫыннисене пулӑшу параççӗ — ҫакӑ пӗтӗмпех районӑн пуласлӑхне ҫирӗплетсе пырать», — пӗтӗмлетрӗ вӑл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев