Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ираида Петровна — эрӗшпе, наци тӗррипе интересленет

Ӗҫӳ кăмăлна кайсан...

Пирӗн хушшӑмӑрта тăнăç кăна, хӑйсене тимлӗхе илтермесӗр, хӑйсен кӑмӑлне каякан ӗҫсене тӑвакан ҫынсем нумай. Ираида Яшина та çавăн пеккисенчен пӗри.

Вӑл вӑрмантан инҫех те мар, илемлӗ ҫутҫанталӑклă Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн ачаранпах ал ӗҫӗпе интересленнӗ иккен. Ираида, ача чухне хӑйӗн пуканнисем валли кӗпесем ҫӗлеме юратнăскер, кӑшт ӳссе ҫитсен, хӑй валли те ҫӗлеме пуҫланӑ. Шкулта тӑрӑшса вӗренет, уроксем хыççăнхи мероприятисенче хастар хутшӑнать. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, ыттисем пекех, хулана каймасть, ҫӗвӗҫ профессине суйласа илет, ялта тӗпленсе юлать. 16 ҫулта Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи кулленхи йӑла ыйтӑвӗсен уйрăмӗнче ҫӗвӗҫ пулса ӗҫлеме пуҫлать. 

Ираида илемлӗх тăвакан ҫемьере ҫуралнӑ. Амăшӗн Вера Григорьевнан йӑхӗнче ӳкерчӗксемпе тата ал ӗҫ ӗçӗпе интересленекен ӑстасем пулнӑ, халӗ те пур. Унӑн ашшӗн, Петр Николаевичӑн, йӑхӗ те ҫӗвӗҫсенчен.

— Аттепе аннен йӑхӗ-ăрăвӗ тӑрӑх килекен ҫемьесенчен эпӗ чи лайӑх пахалӑхсене илнӗ ахăр. Тен, эпӗ мӗн пӗчӗкренех ҫӗлеме юратни те ҫакӑнтан пулӗ, — тет Ираида Петровна. 

1994 ҫулта Чăваш Çӗпрел ялӗнче те ҫӗвӗ цехӗ уҫӑлать, Ираида ҫак цеха ӗҫлеме куҫать. Унта 20 ҫула яхӑн вăй хурать. Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче хута кайнă ҫӗвӗ цехӗнче мӗн кăна ҫӗлемеҫҫӗ-ши çав çулсенче... Тӗрлӗ мероприятие хутшӑнакан кашни ҫын кунта наци костюмӗсене ҫӗлеттерме килет. Ҫӗпрел районӗнчи пӗр мероприяти те Ираида Петровнӑпа унӑн ӗҫтешӗсен ăста аллисен пайӗ кӗмесӗр иртмест. Наци кӗписенчен, костюмӗсенчен пуҫласа юмахри геройсен костюмӗсем таранах çӗлеççӗ вӗсем. 

Çӗлес, шӑрҫасемпе эрешлесе чӑваш наци костюмӗсене илемлетесси пек ӗҫсене вӗсем хӑйсен ачисене те, мӑнукӗсене те вӗрентеççӗ. Иртнӗ çул, сӑмахран, «Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» конкурсӑн муниципаллă тапхăрӗнче Ираида Петровнан хӗрӗпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем хутшăнса, наци костюмӗсене илемлетесси пек ӗçсене кӑтартрӗҫ. Ҫакӑ вара традицисем ӑруран ӑрӑва, ламран лама куҫса пынин лайӑх тӗслӗхӗ.

Юлашки ҫулсенче ялта ҫӗвӗ цехӗ хупӑннӑ пулин те, ал ӗҫӗ Ираида Петровнан юратнӑ ӗçӗ пулса юлать. Пуканесем валли кӗпесем ҫӗлесе тăхăнтарасси, тумсемпе пуҫа тăхăнмаллисене шӑрҫапа илемлетесси, наци тӗррисене ӳкересси — çаксем пурте унăн ӗçӗсем. Хӑех чӗнтӗр, шторӑсем те çӗлет, тумтирсене те юсать. Пӗр ҫынра ҫакӑн пек талант ӑҫтан килнине ӑнланса илейменнисем те, мӗнле пурне те ӗлкӗретӗн, тесе унăн аллисен ăсталăхне ăмсанакансем те пур. 

— Манăн ӗҫӗмӗн ҫимӗҫӗ чуна ӑшӑтать, пӗлӗшсемпе ҫывӑх ҫынсен мухтаса каланă сӑмахӗсем хавхалантараççӗ. Эпӗ ӑна ӗҫ тесе те шутламастӑп.

Маншӑн ал ӗҫӗ вӑл — кану, чун-чӗрене хавхалантармалли, чун апачӗ, — тет Ираида Петровна.

Мӑшӑрӗпе Юрий Владимировичпа вӗсем икӗ ача пӑхса ӳстернӗ, анлă пурнăç çулӗ çине кăларнă. Ачисем хулара пурӑнаҫҫӗ. Хӗрӗ Наталья качча тухнӑ ӗнтӗ, икӗ мӑнук парнеленӗ. Ывӑлӗ Артем халлӗхе авланман-ха. Шел пулин те, упăшки Юрий Владимирович йывӑр чирпе чирленӗ хыççăн вилнӗ, Ираида Петровна пӗчченех тăрса юлнӑ. 

— Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче ал ӗҫӗ пӗчченлӗхрен те хӑтарать. Ҫулла вӑхӑта ытларах садра, урамра ирттеретпӗр пулсан, хӗлле килте ларатпӑр, — тет Ираида Петровна.

«Хӑвӑра килӗшекен ӗҫ тупӑр», — тенӗ авалхи китай философӗ Конфуций. Ираида Яшина та çавӑн пек кăмăлне каякан ӗҫ тупнӑ тата ӗçне малалла илсе пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев