Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ентешӗмӗре Рустам Минниханов чысларӗ

Данир Надирович Алимов ҫак кунсенче пысӑк награда илчӗ

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пирӗн ентеше «Тутарстан Республики умӗнче çитӗнӳсем тунăшăн» орден-медальне пачӗ. Награда парассине Тутарстанра Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен çулталӑкне уçнă мероприятире ирттернӗ.

Данир 1985 ҫулта Алсупа Надыр Алимовсен ҫемйинче, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1 номерлӗ вӑтам шкулӑн пӗрремӗш класне кӗнӗ. Тӑрӑшуллӑ вӗренекен, вӑйлӑ ҫамрӑк, 11 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн 2002 ҫулта Ульяновскри физкультура училищине вӗренме кайнӑ. Унтан яш каччăн пурнӑҫӗ ҫар службипе ҫыхӑннӑ.

Хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинче ҫар пурнӑҫӗн пӗлтерӗшне туйса, Данир 2006 ҫулта контракт тăрăх службăна тытăннă. 

Ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа тата тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн пирӗн ентеш 2008 ҫулта «Федерацин хӑрушсӑрлӑх сыхлавӗпе тата хими хӗҫпӑшалне пӗтерес енӗпе ӗҫлекен управленийӗн» кӑкӑр паллине тивӗҫнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн та вӑл тата та нумай наградӑсем илнӗ.

«Çарти паттăрлăхшăн» медаль, «Çитӗнӳсем тунăшăн» уйрăмлăх палли, Жуков медалӗ, II степеньлӗ «Çарти паттăрлăхсемшӗн» медаль унӑн кăкăрне илемлетнӗ. 

Данир Алимов — ҫитӗнекен ӑрушӑн тата кашнийӗншӗнех Тӑван çӗршыва юратас тата упрас енӗпе пысăк тӗслӗх пулса тăрать. Паян вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнать, унта та хастарлӑх кӑтартать. Ҫакна Раис панă орден-медаль те çирӗплетет.

— Çар ҫынни пулнӑ май, манăн тӗрлине курма тӳрӗ килчӗ. Кукуруза ани çинче, тӑваттӑн «Камаз» кабининче хӗлле пӗр эрне пурӑнма тиврӗ... «Çитӗнӳсем тунăшăн» уйрăмлăх паллине нацистсенчен пысӑк арсенала туртса илнӗшӗн пачӗç. Тата ачасене те нумай пулӑшмалла пулчӗ. Пӗр класра вӗреннӗ юлташпа яланах ҫыхӑну тытаттӑмӑр, пӗррехинче вӑл ҫухалчӗ, эпӗ ӑна шыраса тупрӑм. Мухтав Турра, тӗл пултӑмӑр, ырă-сывах. «Ырӑ ту та шыва яр», — текен каларăш пур. Ентешсене, вӗсен ҫывӑх ҫыннисене пулӑшма тӑрӑшатӑп. Музейсене ҫар предмечӗсемпе пуянлатас енӗпе те пысӑк ӗҫ турăмăр. Уйрӑммӑнах юлашки наградӑна хамӑр Раисран, Рустам Минниханов аллинчен илни савӑнтарать, — пӗлтерчӗ пирӗн ентеш телефонпа калаçнă вăхăтра. 

— Икӗ ывӑл пӑхса ӳстертӗмӗр. Паллах, пӗр енчен мӑнкӑмӑллӑх пур пулсан, тепӗр енчен — телефон алӑран каймасть. Ывӑл сассине илтсен, манра темле вӑй ҫуралать. Çак йывăр лару-тăрăва хăвăртрах пӗтерес килет, тăван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн паттӑрлӑх кӑтартакан ачасем çуралнă ялӗсене таврӑнччӑр, — тет Данирăн амӑшӗ Алсу.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев