Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗршывăмăра сыхлама кайрӗç

Ҫурхи призывра районăн 34 маттур ывăлне Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне илӗç

Иртнӗ ытларикун вара 15 çамрăк каччă ҫак таса тивӗҫе пурнӑҫлама тухса кайрç. Ҫамрӑксене салтак службине ăсатассине Дементьев паркӗнче чаплӑн йӗркеленӗччӗ. 

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров каччăсене ырӑ ҫул, ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама сунчӗ. Унтан ашшӗ-амӑшӗсене лăплантарса: «Ывăлăрсемшӗн ан пӑшӑрханӑр, пурте лайӑх пулӗ», — терӗ. 
Каччăсене Ҫӗпрел районӗ шефа илнӗ Ногинскри ҫар чаҫне тата ытти чаçсене вырнаҫтарӗҫ. 

Паянхи кун унта 10ран ытла Çӗпрел каччи службӑра тӑрать. Хӑш-пӗрисен салтакран каялла таврӑнма та вӑхӑт ӗнтӗ, вӗсем хӑйсен вырӑнне ҫӗнӗ ушкӑн килессе кӗтеҫҫӗ. 

Çак çар чаҫӗнче службӑра тăракан пирӗн районăн каччисем, тӗп тӗллеве пурнӑҫланисӗр пуçне, обществăлла мероприятисенче те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хула шайӗнче ирттерекен культура, спорт мероприятийӗсенче активлăх кăтартаҫҫӗ, волонтер ӗҫне те явӑҫтараҫҫӗ.

Пулас салтаксене ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗн представителӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем те телей, ăнăçу сунса, каялла сывă таврăнма пехиллесе ăсатрӗç. 

Хӑйсен хаклӑ ачисене ҫак яваплӑ службӑна тата инҫе ҫула ӑсатакан ашшӗ-амӑшӗсене тăнăçлантарса: «Пӗр çулталӑк нумай мар, вăл питӗ хӑвӑрт иртӗ», «Ырă-сывă çӳрӗр», текен сӑмахсем янӑрарӗҫ.

Салтака каякан Кивӗ Ҫӗпрел каччи Ильяс Ахмадуллинăн кăмăлӗ çӗкленӳллӗ.

— 9 класс хыҫҫӑн, эпӗ районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче пӗлӳ илтӗм. Тен, илнӗ професси ҫарта та кирлӗ пулӗ, — тесе калаçрӗ вăл пирӗнпе. — Эпӗ хама ҫар службине кайма ӳт-пӳ енчен те хатӗрлерӗм. Ачаранпах спортпа туслă. Аттепе аннене, тӑвансене пирӗншӗн ан пӑшӑрханӑр, тетӗп. Телефонсем пур, калаҫса тăрӑпӑр. Çар службине кăмăлтан каятăп.

Хулаçырми ялӗнчен Александр Каранкин та Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме каякан ывӑлӗпе Данилпа мăнаçланать. 

Вӑл: — Ывӑлсем сывӑ пулччӑр, лайӑх служить туччӑр. Паллах, çӗршывăмăр та тăнăç пултăр! — тет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев