Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Бруцеллёз чирне тупнă

Инфекци ҫӑлкуҫне пӗтерме пур мерӑсем те йышӑнаҫҫӗ

Ҫынран ҫынна инфекци куçмасть. Выльӑх-чӗрлӗхрен ҫынна выльӑх-чӗрлӗхпе контакра пулсан, ҫителӗклӗ термикӑллӑ ӗçе кӗртмен сӗт тата аш урлă куçать. 

— Кӑҫал ҫуркунне Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнче пӗр хушма хуҫалӑхра бруцеллез чирне тупнă, — тет Ҫӗпрел районӗнчи патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов. — Хальхи вӑхӑтра чирӗн ҫӑлкуҫне шыраҫҫӗ, профилактика мерисем йышӑнаҫҫӗ. Уйрӑм хуҫалӑха эпизотикӑллӑ вучах тесе палăртнă, унта чикӗлев мерисене кӗртнӗ.

Ҫавна май районти Ӗç тăвакан комитетри чрезвычайлӑ лару-тӑру комиссийӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ. Унта Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тӗп ветеринари управленийӗн пуçлăхӗн ҫумӗ Габдулхак Мотыгуллин, ял хуҫалӑх отраслӗн, КФХ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен представителӗсем, ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗç. 
Ларӑва уҫнӑ май Габдулхак Мотыгуллин бруцеллез — выльăх-чӗрлӗхрен ҫынна куҫса ҫӳрекен чи хӑрушӑ чир пулнине палӑртрӗ.

— Тутарстанра 1995 ҫултанпа бруцеллёз тӗслӗхӗ регистрациленмен, анчах юлашки икӗ ҫул хушшинче чир амаланма пуҫланӑ. Чир час-часах палăрмасăр иртет, лаборатори анализӗсем вӑхӑтӗнче кӑна палӑрать. Ҫавӑнпа та уйрӑм хушма хуҫалӑхсенчи выльӑхсене тӑтӑшах тишкерсе тăмалла, инфекцие тупса палӑртсан, çийӗнчех карантин кӗртмелле. Паянхи лару-тӑрупа никӗсленсе тӗп тӗллеве хурасси — ҫак чире сарăлма парас марри, — терӗ вӑл.

Тӗп ветеринарин управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗхе идентификацилесси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрма чӗнсе каларӗ, ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх хушшинче чир-чӗр сарӑласран сыхланма май парать, терӗ.

"Россельхознадзор«ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн патшалăх инспекторӗ Гульнара Арсланова бруцеллёзран сыхланас тесен выльӑх-чӗрлӗхсене ветеринари докуменчӗсем пур чухне кӑна туянмалли, ҫӗнӗрен туяннӑ выльӑхсене 30 кун хушши уйрӑм тытмалли, юна лаборатори тӗпчевӗсем ирттермелли çинчен аса илтерчӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров çакăн пек лару-тăру килсе тухнине выльӑх-чӗрлӗх тытакан ял ҫыннисене ӗç çине тӗплӗ пăхманнинче, тесе айăпларӗ, «чарусене пӑхӑнманнин результачӗ» терӗ.

— Район рынокӗнче выльӑх-чӗрлӗх сутма чарусем кӗртеҫҫӗ, анчах ял ҫыннисем район тулашӗнче туянакансемпе тӗл пулма килӗшеҫҫӗ, йӳнӗрех выльӑх-чӗрлӗх туянассишӗн, документсӑр, нимӗнле гарантисӗр вӗсене килӗсене кӗртеççӗ. Кун пек чухне ЛПХ пуҫлӑхӗ хӑйӗн выльӑх-чӗрлӗхне ҫеҫ мар, ял ҫыннисен, хресченсемпе фермер хуҫалӑхӗсен тупӑшӗн тӗп ҫӑлкуҫӗ пулса тӑракан выльӑх-чӗрлӗхне те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет.

Лару ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май, бруцеллёз чирне палăртнă Кивӗ Кахăрлă тата 3 ҫухрӑм радиуса кӗрекен Кивӗ Ишлӗ ялӗнчи выльӑх-чӗрлӗхпе ҫыхӑннӑ мероприятисем ҫинчен, ҫав шутра кӗтӳ кӑларма чарни, ҫав ялсенче пурӑнакансемпе тӗлпулу ирттересси, чир сарӑласран асӑрхаттарас енӗпе профилактика мерисене вăйлатмалли ҫинчен калаҫса татӑлчӗç.

Районти ветеринари ӗҫченӗсем чӗрчунсенче чир паллисем палăрсанах пӗр тăхтаса тăмасăр 8 (84375) 2-24-77 телефонпа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Бруцеллёз мӗнле чир вăл?

Бруцеллёз — выльӑх-чӗрлӗх тата çынсемшӗн тарăна каякан ерекен чир. Пуринчен ытла ӑна сурӑхсем, качакасем, ӗнесем, лашасем, тӗвесем, сыснасем парӑнаҫҫӗ. Инфекци лӑймакаллă сӗлекипе апат-ҫимӗҫ тата шыв, ҫавӑн пекех, сиенленнӗ тислӗк е шăк урлӑ куҫать. Выльăх-чӗрлӗхсенче чирӗн тӗп палли — аборт.

Инкубаци тапхӑрӗ — 1 эрнерен пуҫласа 2 уйӑх таран. Паллӑсем грипа аса илтереҫҫӗ, анчах йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ: нерв системи сиенленме, эндокардит, пӗвер абсцесӗ, артрит (сыпӑсем ыратни) палăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев