2021 ҫулта тӑватӑ «Ӳсӗм пӑнчи» уҫӑлчӗ
Тӗп хыпар

2021 ҫулта тӑватӑ «Ӳсӗм пӑнчи» уҫӑлчӗ

«Вӗрентӳ» наци проектне кӗрекен «Хальхи шкул» федераллă проект шайӗнче районта тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнче «Ӳсӗм пăнчи» тенӗ вӗренӳ центрӗсене йӗркелерӗç

Проекта Çӗнӗ Упи, Анат Чакă, Кивӗ Кахăрлă тата Упи пӗлӳ паракан учрежденисенче вăя кăртнӗ. Ҫак шкулсенче мӗнпурӗ 3 миллион та 480 пин тенкӗлӗх биологи, хими, физика кабинечӗсене ҫӗнетнӗ. Кабинетсем валли лаборатори опычӗсене, уроксем ирттерме хальхи оборудованисем туяннӑ.

Анат Чакă вӑтам шкулӗн директорӗн çумӗ Азат Садыков:

– Ҫак çӗршыв шайӗнчи проект пулăшăвӗпе пирӗн шкулта биологи, хими тата физика кабинечӗсене юсарӗç. Паянхи кун лабораторие уроксем ирттерме оборудованисем кӳчӗç. Ачасем тӗрлӗ экспериментсем, тишкерӳсем ирттереҫҫӗ, илнӗ пӗлӗвӗсене тишкерӳсемпе çирӗплетеççӗ, анализлаççӗ. Паллах ӗнтӗ, уроксем ҫакӑн пек тулли содержаниллӗ пулнăран вӗренекенсен те кăмăлӗсем лайăх, пӗлӗвӗсене çирӗплетеççӗ. Пирӗншӗн, вӗрентекенсемшӗн те çакăн пек майсем туса пани савăнăçлă.

Икӗ хутчен Социализмла Ӗҫ Геройӗн Петр Васильевич Дементьев ячӗллӗ Упи вӑтам шкулӗн директорӗ Светлана Хованская та, ҫӗнӗ кабинетсемпе оборудованисем вӗренекенсенче биологи, хими тата физика пек предметсемпе интересленессине ӳстерет, тет.

– Çӗршыв шайӗнчи проекта шăпах пирӗн шкулта вăя кӗртнишӗн эпир питӗ савăнтăмăр. Ҫакӑ уроксене тӗрлӗлентерме пулӑшать. Халиччен шкулта лаборатори тишкерӗвӗсем тата тӗрлӗ экспериментсем ирттерме кирлӗ пулнă оборудованисем çукчӗ. 11-мӗш класра вӗренекенсем пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене панă вăхăтра.  хушма предмет пулнă май, ытларах химипе биологие суйласа илеççӗ. «Ӳсӗм пăнчи» çак енӗпе те вӗсене пысăк пулăшу парать. Пӗтӗмӗмлетсе каласан, çак проект вӗрентекенсене те, вӗренекенсене те саманапа пӗрле утма, аталанма пулăшать, – тесе хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ вăл.

Çутӗç пайӗн пуçлăхӗ Ильсур Халитов сăмахӗсенчен палăрнă тăрăх, Ҫӗпрел районӗнчи «Вӗренӳ» наци проектне кӗрекен «Хальхи шкул» федераллă проект ултă вӗренӳ учрежденийӗнче пурнӑҫланнӑ.

– «Ӳсӗм пăнчи» вӗренӳ центрӗ чи малтан 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче уçăлчӗ. Унтан Чăваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче йӗркелерӗç. Тепӗр ҫул проекта ытти шкулсенче те вăя кӗртме палӑртнӑ, – терӗ вӑл.


Нет комментариев