Быков Дмитрий Павлович
Мăн кукаçей- вăрçă ветеранĕ.
Вăрçă! Мĕнле тискер те хăрушă сăмах. Мĕнле хаяррăн та чуна çурса ярасла илтĕнет вăл.Мĕн чухлĕ хуйхă,мĕн чухлĕ вилĕм илсе килмест-ши! Мĕн чуль куççуль тăкмаççĕ пуль вăрçăра вилекен салтакăн амăшĕпе арăмĕ, ачисемпе тăванĕсем. Тăватă çула яхăн кĕрленĕ Тăван çĕр-шыва ирĕке кăларассишĕн пыракан Аслă Отечественнăй вăрçă. Мĕн кăна чăтса ирттермелле,мĕн кăна курмалла пулман-ши фашистсенчен тăван халăхăн? Мĕнле кăна алхасман-ши ют тăшман.Кашни нимĕç фашистĕнченх чунсăрлăх, çăткăнлăх хуçаланнă. Вĕсен чунĕсенче пĕр чĕптĕм хĕрхенÿ туйăмĕ те пулман. Мĕн чухлĕ çынна персе вĕлернĕ, мĕн чухлĕ çынна çунтарса янă, мĕн чухлĕ çынна чуралăха хăваласа кайнă, мĕн чухлĕ çын вăрçă хирĕнче выртса юлнă.
Çак вăрçă хирĕнче ман мӑн кукаçей те, Быков Дмитрий Павлович, тăшмансемпе çапăçнă. Вăл 1908-мĕш çулта Ҫӗпрел районӗнчи Кивĕ Чакă ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тăван çĕр-шыва тăшман тапăнса кĕрсен ман кукаçей хăйĕн çемйине пăрахса Аслă вăрçа тухса кайнă. Ǎна тĕрлĕ хуласене фашистсенчен ирĕке хăтарма тивнĕ.Ǎна нимĕçсем темиçе хутчен те амантнă, нимĕç пули ÿпки витĕр тухса кайнă,урине çĕмĕрнĕ,пуçне амантнă.Анчах мĕнле йывăр амансан та вăл сывах юлнă.
Кукаçей вăрçăра паттăр çапăçнăшăн нумай медальсем, орден илме тивĕç пулнă.Тăван яла таврăнсан та вăл мĕн ватăличчен колхозра вăй хунă.
Ман кукаçейе ялта пурте хисепленĕ.Кашни çулах Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче ăна парнесем парса чысланă.
Эпĕ хамăн мăн кукаçейпе мăнаçланатăп. Пире асăнмалăх унăн орденĕсемпе медалĕсем упранса юлнă.
Пирĕн халь пурăнакан вăрçă паттăрĕсене хисеплемелле, ĕçре пулăшмалла, вĕсене яланах асра тытмалла.
Кадушкина Алевтина, Анат Чакă вăтам шкулĕ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев