Ырă ӗç тарăн йӗр хăварать
(Поэт асаилӗвӗсенчен)
Ăна Çӗпрел тăрăхӗнче пӗлмен çын та çук пулӗ. Вăл педагогикăра 50 çул ырми-канми вăй хунă. Математика вӗрентекенӗ пулнă май, ун алли витӗр темиçе пин вӗренекен пӗлӳ илсе пурнăç çулӗ çине тухнă. Ку вăл, паллах, Николай Федорович Романов.
Кивӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ пулас вӗрентекен. Яланах яп-яка хырăннă, типтерлӗ, галстук çыхнă йăрăс пӳллӗ хитре арçын. Çавăн пек сăнпа вăл пирӗн асра. Ачасене вӗрентес ӗçре унăн тӳпи питӗ пысăк шайра.
Эпӗ тăван Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулӗнче вӗреннӗ чухне Николай Федорович алгебрпа геометри предмечӗсене вӗрентетчӗ. Çав вăхăтра вăл завуч ӗçне те пурнăçласа пынă пулнă. Асăннă шкулта пиллӗкмӗш класран пуçласа икӗ ушкăнпа «а» тата «б» классемччӗ. «А» классра Хурăнвар ачисем, «б» класра Куршанкă-Шăхаль ялӗначисем вӗренетчӗç. 9-10-мӗш классенче аякри: Упи, Çӗнӗ Упи, Кивӗ Упи, Турхан, Тăваньел, Алешкин-Саплăк, Чаткас ялӗсенчен килнӗ çамрăксем вӗренетчӗç. Хӗл вăхăтӗнче, кашни кун яла çӳреме йывăррине шута илсе, вӗсем валли çӗр каçма общежити-интернат уйрăмӗ пурччӗ. Унта вӗренекенсене апат пӗçерсе çитеретчӗç. Кӗçӗн класри ачасене шута илсен шкулта 16 уйрăм класс пулнă. Вӗренекенсен шучӗ пӗр вӗренӳ çулӗнче кăна тăватçӗртен иртнӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш çулӗсенче Çӗпрел тăрăхӗнчи ялсенчи çемьесенче 5-9 ачаллисем ытларах пулнă. Ун чухне ялсем ача-пăча сассипе янраса тăнă. Вăл сасăсем шкулта кăна мар, ӗçлӗ хирте те хаваслăх сарнă. Ачасен шучӗ çултан-çулах ӳссе пынă. Çавна май, хăш-пӗр классенче вӗренекенсен шучӗ вăтамран илсен 25 ачаран кая пулман. Тӗслӗхрен, эпӗ Хурăнвар-Шăхаль шкулӗнче малтанласа вӗреннӗ çулсенче пирӗн класра 36 вӗренекен пулнă. Çав шут саккăрмӗш класс таранчченех тытăнса тăчӗ. Вунă класс пӗтернӗ тӗле çеç эпир вӗренекенсем 30 ача пулса юлтăмăр. Алгебрпа геометри предмечӗсене эрнере виçшер урок вӗрентнӗ. Апла пулсан, математика учителӗн тивӗçӗ кашни кунах ултă класри вӗренекенсемпе пӗрер урок ирттермелле. Учитель аллинче ултă класс журналӗ, вăтамран илсен 160 вӗренекенсен хушамачӗсем. Вӗсене пурне те предметăн черетлӗ темине ăнлантарса памалла, мӗнле ăнланнине ыйтса тӗрӗслесе, паллăсем лартмалла. Çавăн пекех учителӗн киле панă ӗçсене тӗрӗслемелле.
Вӗренекенсен вӗренӳ çулӗн кашни чӗрӗкне, вӗçлев çулне тишкерсе, тӗрлӗ паллăсем лармалла.. Кашни çулах вăтам пӗлӳ илсе тухакан вӗренекенсене экзамен тыттармалла. Хурăнвар-Шăхаль шкулӗнчен ун чухне кашни çулах утмăла яхăн вӗренекен вăтам пӗлӳ илсе тухнă. Паллах аллă çул хушшинче Николай Федорович вӗренсе ăс панă ачасен шучӗ теçетке пинрен те иртсе кайнă пуль. Вăл алă пуснă аттестатсен шутне виçсе çитерме çăмăл мар.
Николай Фендорович уроксене лайăх ирттеретчӗ. Вăл класа кӗрсен вӗренекенсем те, стенасемпе кантăксем те, шуратнă мачча та, ялтăраса тасатнă доска та çӗнӗрен çуталса кайнă пек туйăнатчӗ. Унăн кăмăллă сăнлă куçӗсем пирӗн çине пăхса çирӗп сассипеле: «Ларăр», — тетчӗ. Эпир ăна тимлесе итлеттӗмӗр. Паллах, пӗр вăхăтрах кулма та, шӳт тума та, çиленме те пултаратчӗ. Çавăн чухлӗ вӗренекенсем хушшинче тӗрлӗ йăр-япăш ачасем те пулаççӗ. Хирӗçле сăтăрсан ачаш кушак та чăрмалама пултарать. Пурпӗрех килӗшетчӗ вăл пире. Уйрăмах — мана. Мӗн шкул пӗтеричченех упранчӗ çав туйăм, сӳнмерӗ.
Пур учительсенчен пӗр Николай Федорович кăна енчен те вӗренекенсем алгебра действийсемпе правилисене вырăсла пӗтӗмпех ăнланса çитеймесен, чăвашла ăнлантаратчӗ. Çак самантсенче час-часах чăвашла «ытах та ытах» сăмахсемпе усă курса калаçни халь те асра. Сăмахран, обществоведени предметне илсен унта философиллӗ майпа сăмахсем питӗ нумай. Тӗрӗссипе пире чăваш ачисене нихçан илтмен вырăс сăмахӗсемпе шăранакан пӗлӗве тавçăрма питӗ те кăткăсла самантлăх пулнă. Эпӗ астумастăп, обществоведенипе вӗрентекен пире хăçан та пулин чăвашла ăнланма пама пулăшнине. Тепӗр енчен философи енлӗ темăсене чăвашла ăнлантарса пама учительшӗн те çăмăл ӗç мар. Сăмах май çав ăнланусем малалла аслă вӗренӳ заведенийӗсенче вӗреннӗ чухне çеç çитсе килеççӗ. Халь те манмастăп Николай Федорович пăхмасăр калама вӗрентнӗ квадратла уравненин тымарне вырăсла сăвăланă сăввине:
Р(пе) со знаком взяв обратным,
На два мы его разделим.
И от корня аккуратно
Знаком минус, плюс отделим.
А под корне очень кстати,
Половина Р(пе) в квдрате.
Минус д(ку) — и вот решенье,
Небольшого уравненья.
Тата çакна палăртас пулать. Николай Федорович темиçе çул хушши пирӗн класс руководителӗ пулса тăчӗ. Аслăрах классенче вӗреннӗ чух, урок каласа пама кашни вӗренекене ятпа та ашшӗ ячӗпе чӗнетчӗ. Пире, ачасене, çавăн пек хисеплесе ятран чӗнни вăл вӗренӳре витӗмлӗрех пулса тăрăшмаллине пӗлтернӗ.
Вунçичӗ çул хушши Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче ӗçленӗ май, Николай Федорович ялти кашни вӗренекенӗн ашшӗ-амăшӗсене те палласа, çапла ятран чӗнсе хисепленӗ. Ун чухне ялта 170е яхăн кил шутланнă. Ял виçӗ касран пайланса тăнă: Турикас, Анаткас тата Çӗнӗкас.
Эпир вӗреннӗ вăхăтра пирӗн клуб сцени çинче (калас пулать клуб пысăкчӗ) чăваш драматургӗсем çырнă пьесăсем тăрăх спектакльсем кăтартатчӗç. Çав культурăллă-масăллă ӗçре виçӗ тӗрлӗ ушкăн, виçӗ тӗрлӗ спектакль хатӗрлетчӗç. Колхозра ӗçлекенсен хăйсен артисчӗсем, тепри учительсен ушкăнӗ тата шкулта вӗренекенсен. Эпир те Николай Федорович ертсе пынипе клуб сцени çинче темиçе спектакль лартрăмăр.
Асаилӳсенчен, эпӗ илемлӗ çырнине кура мана яланах стена хаçачӗн редколлегине суйлатчӗç. Хаçат кăларма вăхăт çитсен, пире редколлеги членӗсене пӗр-пӗр канмалли кун Николай Федорович хăйсем пурăнакан шкул çумӗнчи хваттере чӗнетчӗ. Унта эпир ӗçленӗ май, унăн мăшăрӗ Елена Александровна пӗçерсе хатӗрленӗ хуплăва та астиветтӗмӗр.
Тата тепӗр асаилӳ ман асра. Тăхăр класс пӗтернӗ хыççăн, мана аслă пичче каникул вăхăтӗнче ӗçлеме Казахстана чӗнсе илчӗ. Унта эпӗ виçӗ уйăх çурă Балхаш кӳлли патӗнчи Лерсе юханшывӗ енче техник-геоботаник пулса ӗçлерӗм. Каялла киле ман пуйспа Семипалатинск, Барнаул, Новосибирск, Тюмень, Свердловск, Хусан урлă килме лекрӗ. Çавăнпа та вӗренӳ çулне авăн уйăхӗн çуррине кăна çитме ӗлкӗртӗм. Николай Федорович мана эп сиктернӗ урок вӗренӗвӗсене хăваласа çитме пулăшрӗ.
Колхоз хирӗнче çӗрулми пуçтаратпăр-и е шкул садӗнче ӗçлетпӗр, викторина ирттеретпӗр, пур çӗрте те вӗренӳпе воспитани ӗçӗнче пирӗн класс руководителӗ Николай Федоровитч яланах пирӗнпе пӗрле, пире вӗрентсе çутта кăларакан хаклă учитель. Эпир ӗлӗкхи вӗренекенсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, яланах хамăра вӗрентнӗ учителсене аса илетпӗр. Вӗренӳ çулӗсене мантаракан вăй çук, вăл çулсем ӗмӗрех кашнийӗн асӗнче.
Николай Федорович ӗçне Тăван çӗршыв пысăкпа хакласа «Отличник просвещения РСФСР» тата «Отличник образования СССР» паллăсемпе палăртнă. Çырнă майăн пуçра сăвă йӗркисем çуралчӗç:
Учитель, шкул — пӗлӳ çăлкуçӗ,
Пурнăç çулне алăк уçать.
Ăс-тăнпала этем чул касӗ,
Ăслав, ăс-хакăл терте хуçать.
Николай Федоровича ӗлӗкхи пӗтӗм вӗренекенсен ячӗпе çуралнă кунпа саламласа, çирӗп сывлăх тата телей сунас килет. Тавах сана, таса чунпа ырми-канми тăрăшнăшăн хисеплӗренте хисеплӗ, ытарайми Учитель!
Вячеслав Осипов, Чăваш Республикинчи писательсен Пӗрлешӗвӗн членӗ, Пӗтӗм тӗнчери Юхма Мишши ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ, Чăваш халăхӗн Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ республикăри литература премийӗн лауреачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев