Хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗ пурнӑҫа ҫӑлса хӑварать
Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗ, пӗр енчен, конструкци енӗпе питӗ ансат, тепӗр енчен — автомобилӗн чи анлӑн усӑ куракан хӑрушсӑрлӑх системи.
Водительсемпе пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсене çаклатмасăр час-часах çӳрени вӑрттӑнлӑх мар. Ку вара хăрушă инкек патне илсе ҫитерме пултарать.
— Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе усӑ курмалли хăйне евӗрлӗхсене Раҫҫей Федерацийӗн ҫул-йӗр юхӑмӗн Правилисемпе йӗркеленӗ. Сăмахран, Правилăсен 2.1.2-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, водитель хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăнмалла, пиçиххине ҫаклатман пассажирсене турттармативӗçлӗ мар.Ҫаклатман пиҫиххишӗн Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ право йӗркисене пӑсни ҫинчен калакан Кодексăн 12.6 статйипе наказани пӑхса хӑварнӑ, унпа килӗшӳллӗн пӗр пин тенкӗ виҫепе административлӑ штраф хывма палăртнă. Кун пек чухне автотранспорт хатӗрӗн водительне наказани параççӗ.
Правилăсен 5.1-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе оборудованиленӗ транспортра ларса пынă чухне унпа ҫыхăнса ларма тивӗçлӗ, — тет ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.
Ҫак правилӑсене пӑхӑнманшӑн пассажир, çаплах, Раççей Федерацийӗн административлӑ право йӗркисене пӑсни ҫинчен калакан Кодексăн 12.29 статйин 1-мӗш пайӗпе наказани илме пултарать.
Çак закона пăснăшăн 500 тенкӗ административлӑ штраф форминче наказани пӑхса хӑварнӑ. Çав штрафа пиçиххипе çыхăнман кашни пассажиршӑн уйрӑммăн та палăртаççӗ.
Ҫакна асра тытмалла: 12 ҫула ҫитичченхи ачана транспортпа илсе çӳретесси ачан йывăрăш виçине тата ӳсӗмне тӳрӗ килнӗ ятарлă ача кресли е транспорт хатӗрӗсен конструкцийӗпе пӑхса хӑварнӑ хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗ пулӑшнипе пурнăçанма тивӗçлӗ.
Ачасене турттармалли требованисене пӑснӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ право йӗркисене пӑсни ҫинчен калакан Кодексăн 12.23 статйин 3-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ тата 3000 тенкӗ виҫепе административлӑ штраф палăртаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев