Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Вӗренекенсене апат-çимӗç пуххисем

    Çӗпрел районӗнчи вӗренекенсене, дистанци вӗрентӗвӗ çине куçнă май, апат-çимӗç пуххисене валеçрӗç

    Вӗренӳ ҫулӗнче пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсене тӳлевсӗр апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Март уйӑхӗнчен пуҫласа вӗренекенсем малтан каникул вӑхӑтӗнче пулнӑ,  унтан дистанци вӗрентӗвӗ çине куҫрӗç.  Ҫавна май район ертӳçи, çутӗç пайӗ  шкул   ачисене шкулти  столовӑйсенче ҫиме тивӗçлӗ апат-ҫимӗҫе вӗсене килӗсене парас  енӗпе решени йышăнчӗç.

    – Коронавируспа пулса иртнӗ лару-тӑрӑва пула вӗренекенсем апрель уйăхӗнче дистанцилле вӗренме пуҫланӑ. Вӗренӳ ҫулне те ҫав форматпах вӗҫлӗҫ. Ҫавӑнпа та ҫак тапхӑрта, апрель, май уйӑхӗсенче, апат-ҫимӗҫ пуххине вӗренекенсене хăйсене валеçмелле текен решени йышӑнчӗҫ. Апат-ҫимӗҫе Ҫӗпрел районӗнчи пур вӗренекен те илӗҫ,   – тесе палӑртса иртрӗ вӗренӳ пайӗн ертӳçи Ильсур Халитов.

    Апат-ҫимӗҫ пуххисенче кӗрпе, макарон, сахӑр, ҫу, ҫӑкӑр, чей пур.

    Апат-çимӗç пуххисене пӗлӳ паракан учрежденисем урлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Шкул администрацийӗ апат-ҫимӗҫ пуххисене илнӗ тапхӑрта вӑхӑт интервалне палӑртнӑ.

    Ашшӗ-амӑшӗсем палăртнă дистанцие, маскă-перчеткесен режимне сыхлаççӗ.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: