Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Вӗлле хурчӗсем яланах «лайӑх мар»

    Кунсем ӑшӑтса ярса, çу еннелле туртăнчӗç.  Пыл хурчӗсем тахҫанах йăвисенчен тухса, ӗҫлеме пуҫланӑ.        

    Хальхи вӑхӑтра çемйисем ҫирӗпленсе пыракан вăхăт. Кӗҫех вӗсем те çăвăр хуртсем уйăрса, хӑйсен хуҫисем валли пыл пухма пуҫлӗç. Анчах вӗсене  усранă вăхăтра та хӑш-пӗр правилӑсене пӗлмелле тата тӗрӗс пурнăçламалла. Усăллă та, ҫав вӑхӑтрах проблемăллă хурт-кӑпшанкӑ та вӗсем. Проблемăллă çав енчен – хӑш-пӗр чухне кӳршӗсене канăçлантараҫҫӗ, иртен-çӳрене сăхаççӗ тата ытти те. Хурт-хӑмӑр усракансемшӗн правилӑсем пур-и? Çаксем çинчен эпир «Россельхознадзор»ăн  Тутарстан Республикинчи чикӗри ветеринари контроль пайӗн начальникӗн ҫумӗнчен Рифкать Шайдуллинран ăнлантарса пама ыйтрăмăр.

    –«Россельхознадзор»ăн  Тутарстан Республикинчи управленине, сезон пуҫлансан, уйрӑмах аллерги реакцийӗпе асапланакан граждансенчен нумай ыйту килет, – терӗ вӑл. – Нумайӑшӗ хӑйсен пахчинче пыл хурчӗсем усраҫҫӗ, хӑйсен харпӑрлӑхӗ ку, вӗсем унта кирек мӗнле ӗçсем те тума пултараҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ҫапла вара, кӳршисене кӳреҫҫӗ. Анчах та ҫакна асра тытмалла: паянхи кун кашни ӗҫ-хӗле регламентациленӗ пулмалла тата ҫак правило хурт-хӑмӑр ӑстисенчен те пăрăнса иртмест. Ҫавна май граждансемшӗн, ҫав шутра килти хушма хуҫалӑхсенче, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче, вӗсен производствине, аталанӑвне, опытне ӳстерес тата хурт-хӑмӑр продукцийӗсене туянас тӗллевпе, хурт-хӑмӑр усрамалли (Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх Министерствин майӑн 1916 ҫулхи майăн 19-мӗшӗнче 194 номерлӗ приказӗпе ҫирӗплетнӗ) ветеринари правилисем пур, – тет Рифкать Шайдуллин.

    Специалист каланӑ тӑрӑх, правилӑсемпе килӗшӳллӗн çаксем пурнăçланма тивӗçлӗ:

    – Правилăсен 11-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн пыл хурчӗн вӗллисене кӳршӗри ҫӗр лаптӑкӗсен чиккинчен 3 метртан кая мар инçешӗнче вырнаҫтармалла е юнашарти ҫӗр лаптӑкӗнчен талккӑшпех икӗ метр ҫӳллӗш ҫӑра вӗтлӗхпе уйăрса илмелле;

    – 13-мӗш пункт тӑрӑх, вӗллесене пӑхнă, пыл юхтарнă чухне, пыл хурчӗсене куçарнă чухне ҫынсен прависене тата законпа сыхлакан  интересӗсене пӑсакан ӗҫсене тума юрамасть;

    – 17-мӗш пункт тӑрӑх, халӑх пурӑнакан вырӑнсенче пыл хурчӗсем усранă чухне, вӗсен шучӗ икӗ вӗлле валли 100 тӑваткал метр территори пулнă чухне кăна ирӗк парăнать.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: