Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вӗçен кайăкшăн йăви хаклă

Экологи

Апрелӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакӑ кӑнтӑртан тӑван ене вӗҫен кайӑксем таврӑннипе ҫыхӑннӑ. Пирӗн ҫунатлӑ туссем март уйӑхӗн вӗҫӗнче — апрель пуҫламӑшӗнче килӗсене таврӑнаҫҫӗ.

Ҫак экологи кунӗ ячӗпе районта «Кашни шӑнкӑрч валли — пӗр йӑва» конкурс йӗркеленӗччӗ. Конкурса 1200 яхӑн ӗҫ килнӗ.

Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, конкурса пӗтӗмлетнӗ май, пурне те тав турӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене призсем пачӗ.

Конкурс шайӗнче виҫӗ номинаци палӑртнӑччӗ.

«Хам тӗллӗн ăста-ларăм!» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ титулне 40 ҫынна пачӗç.

«Манӑн туслӑ ҫемье» (ашшӗ-амӑшӗпе е тетӗшӗсемпе, аппăшӗ-семпе пӗрле тунӑ шӑнкӑрч йăви) номинацире 40 ҫемье малти вырăна илчӗ.

«Ҫирӗп туслӑх» (пӗр класра вӗренекенсемпе, туссемпе, кӳршӗсемпе пӗрле тунӑ шӑнкӑрч йӑви) номинацире 40 ҫынна парнелерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев