Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ватӑлмасть-ха, чун!

Кивӗ Ишлӗ ялӗнче пурӑнакан Сатира Шигаповна Мердеева — аслă çулсенчи çыннăмăрсенчен пӗри.

 

— Ӗҫленӗ, питӗ нумай ӗҫленӗ. Фермӑра та, колхозăн уй-хирӗнче те... Ҫамрӑк чухне Хусана, Воронежа вербовкӑна кайрăмăр. Хӗлле юпасем валли шăтăксем чаврăмăр, шыв тăрăхӗсем тăсрăмăр. Ҫав ҫулсем — хăй пӗр истори. Пырса çитрӗмӗр, барака вырнаçтарчӗç, ҫывӑрма вырӑн та, çимелли те ҫук. Монтажниксене çăкăр параҫҫӗ, вӗсем хушшине кӗре-кӗре, имене пӗлмесӗр, ҫӑкӑр илсе тухаттăмччӗ. Шухăччӗ эпӗ, унсӑрӑн выҫса вилнӗ пулăттăн, — тесе аса илет çав тапхăрта ветеран.

Сатира аппа ҫемьере вуннӑмӗш ача пулса ҫут тӗнчене килет. 12 ҫултанах ӗç çулне пуçлать. Мăшăрӗ те унăн колхозра комбайн пулса ӗҫлет. Сатира аппа, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та, темиҫе ҫул фермăра вăй хурать.

— Ӗлӗк «жатка», тетчӗҫ. Вӑл вырать, ун хыҫҫӑн хӗрарӑмсем кӗлте тăватчӗç, эпир вара, ачасем, кӗреплепе тураттăмăр. Ҫӗр ҫинче пӗр пучах та хӑварма юрамасть, бригадир вăрçать. Хиртех çӗр каçаттăмăр, ӗҫлеттӗмӗр, çавăн пек вӑхӑтсем пулнӑ — 41 кун эпир тырă вырса çапрăмăр, пӗртте манмастăп çакна, — тет ветеран.

Сатира аппа ӗҫченлӗхӗшӗн, хастарлӑхӗшӗн «Хисеплӗ колхозник» ята, патшалӑхӑн Тав ҫырӑвӗсене тивӗçлӗ пулнă.

Мердеевсем виҫӗ ача пӑхса ӳстереҫҫӗ. Пӗр хӗрӗпе ывӑлӗ хулара пурӑнаҫҫӗ. Тӗп ҫуртра вӑл ывăлӗн Маратăн тата кинӗн Гулюсан тимлӗхӗнче пурăнать. 90 ҫулта пулсан та, чунӗпе вӑл халӗ те вунҫиччӗре-ха! Ку таранчченех хастар пулса юлнă Сатира аппа килти ӗçсене те, халӗнчен килнӗ таран, тума пулӑшать.

— Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ ӑна чунтан тав тӑватӑп, — тет кинӗ те.
Сатира Мердеевана пысӑк юбилейпа саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров килнӗччӗ. Район, ҫӗршыв аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ, ырă сунăмсем сунчӗ, парнесем пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев