Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тутарстанра 80 ҫултан аслӑрах 90 156 ҫын пенси илет

Фиксарованный тӳлев — патшалӑх гарантиленӗ страхлав пенсийӗн пӗр пайӗ.

80 ҫултан аслӑрах пенсионерсем ватлăх енӗпе ӗҫ пенсийӗшӗн пысăк фиксированнӑй тӳлев илеҫҫӗ. Асӑннӑ категорири пенсионерсем Тутарстан Республикинче мӗнпурӗ 90 156. Фиксированный тӳлев — патшалӑх гарантиленӗ страхлав пенсийӗн пӗр пайӗ. Вӑл стажпа тата тӳленӗ страховани взносӗн сумминчен килмест. 2024 ҫулта страхлав пенсийӗ валли фиксированный тӳлевӗн виҫи — 8 134 тенкӗ. Пенсионер 80 ҫул тултарсан ку тӳлев икӗ хут пысӑкланать, уйӑхне 16 269 тенкӗ пулса шутланать.

Пенсие пысăкран виҫепе пенсионера, 80 ҫул тултарсан, проактивлă режимра палӑртаҫҫӗ, иккӗмӗш уйӑхран тӳлеме тытӑнаççӗ. 

Пенсин фиксированный хушма тӳлевне икӗ сӑлтавпа палӑртаҫҫӗ: пенсионер 80 ҫул тултарсан е I ушкӑн инвалидлăх панă ятпа. Ҫавӑнпа та I группӑри инвалидлăхӗ пулнă ҫынсене 80 ҫула ҫитсессӗн вӗсен страхлав пенсийӗ ҫумне фиксрованный тӳлеве палӑртмаҫҫӗ, урӑхла каласан, пенси ӳсмест. Ҫакӑ асӑннӑ категорири пенсионерсем инвалидлăх енӗпе пысӑк пенси илнипе ҫыхӑннӑ", — тесе ӑнлантарать Раҫҫейри Социаллӑ фондăн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев