Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • «Совет стажӗ» шута илӗннӗ

    Ан улталанăр!

    Юлашки вӑхӑтра интернет сетӗнче пенсисене «Совет стаж»не шута илсе çӗнӗрен шутласси  ҫинчен суя информаци сарӑлчӗ. Кун çинчен Раҫҫей Пенси фончӗн Тутарстан Республикинчи уйрӑмӗсем пӗлтереççӗ. Ҫакăншăн вара,  Пенси фондне каймалла, теççӗ. Ҫак информаци тӗрӗслӗхе тӳрӗ килмест.

    Аса илтеретпӗр, 1991 çулччен (çав шутран совет тапхăрне те кӗртсе) ӗҫ стажӗсем пулнă  граждансен пенси прависене хакламалли ӗçе массӑллӑ   майпа 2009 ҫулта ирттернӗ. Ҫак процеса валоризаци тенӗччӗ. Çав вăхăтра Пенси уйрӑмӗн специалисчӗсем пысӑк калăпăшлă ӗҫ пурнăçларӗç – 2010 ҫулччен палӑртнӑ пенсисене ҫӗнӗрен шута илчӗҫ.

    – 2010 ҫултан пуçласа пенсисене валоризацие шута илсе палӑртаҫҫӗ. Апла пулсан, граждансен совет тапхăрӗнчи стажне шута илнӗ, пенсисене çӗнӗрен шута илме кирлӗ мар, – тет районти Пенси фончӗн уйрăмӗн ертӳçи Венера Сагдеева.

    Хушма тӳлеве час-часах граждансене тӗрлӗ юридически фирмӑсем тӑтӑшах шантараҫҫӗ, иккен. Вӗсем халӑха тӗрлӗ заявленисем хатӗрлеме пулӑшу сӗнеҫҫӗ, паллах, çак ӗç тӳлевсӗр пурнăçланмасть. Ҫак фирмӑсем Пенси фондне заявленисем янӑ та пулӗ, анчах фондран совет тапхăрӗнчи стажа шута илнӗ тата пенсисене нимӗнле хушма тӳлев тивӗçлӗ мар текен хуравпа  чикӗленеççӗ. Пӗтӗмлетӳре пенсионер укçине кирлӗ пулман юрист пулăшăвӗшӗн çухатать. 

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: