Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Симӗс ҫутӑ — 2024» конкурсăн кăтартăвӗсем

Конкурса икӗ çулта пӗр хут пӗтӗмлетӳ тăваççӗ

«Сказка» ача садӗнче районти шкул çулне çитичченхи пӗлӳ паракан учрежденисем хушшинче республика смотр-конкурсӗн муниципаллă тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене парнелемелли мероприяти иртрӗ.

«Симӗс ҫутӑ — 2024» конкурс «Ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас енӗпе шкул çулне çитичченхи пӗлӳ паракан чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗ» (унта районти шкул çулне çитичченхи пӗлӳ паракан 8 вӗренӳ учрежденийӗпе районти шкулчченхи ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ) тата «Ачасене ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентес ашшӗ-амӑшӗсем хушшинче çул-йӗр-юхăмӗн правилисене пропаганди енӗпе чи лайӑх воспитатель» (7 воспитатель ӑмӑртнӑ) номинацисемпе иртрӗ.

Пӗрремӗш номинацире мала никам та тухаймарӗ. 2-мӗш вырӑна — Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1 номерлӗ «Солнышко» ача сачӗ, 3-мӗш вырӑна — Анат Чакăри «Солнышко» тата Кивӗ Кахăрлă ялӗн ача сачӗсем йышӑнчӗç.

Иккӗмӗш номинацире Энже Санатуллова («Сказка» ача сачӗн воспитателӗ) — 1-мӗш вырăна, Татьяна Копьева (Хулаçырми ача сачӗн воспитателӗ) — 2-мӗш вырӑна тата Инга Басырова (Кивӗ Шемӗршел ача сачӗн воспитателӗ) 3 вырӑна йышӑнчӗç.

Çӗнтерӳҫӗсемпе хут-шӑнакансене «Ҫул-йӗр хӑруш-сӑрлӑхӗн» патшалăх бюджет учрежденийӗн Дипломӗсемпе парнисене пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев