Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Шкулсенче вӗренӳ – ҫӗнӗ условисенче

    Тутарстанри шкулсенче вӗренӳ пуçлантăр тесе мӗнле условисем пурнӑҫланмалли паллӑ пулчӗ. Вӗренӳ сентябрӗн 1-мӗшӗнче пуçланать.

    Çӗршывра коронавирус инфекцийӗ анлӑ сарӑлнӑ май, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ТР Роспотребнадзор шкулсенче вӗрентӳпе вӗренӳ процесӗ енӗпе мӗнле требованисем пулассине ӑнлантарса пачӗ. Классенче ачасем социаллӑ дистанцие тытса тӑмалла. Бактерицид лайӑхлатмалли хатӗрсем пулмалла. Ҫавӑн пекех ирхине фильтр витӗр тухмалла, санитарипе дезинфекци режимне тытса тӑмалла пулать. Пӳлӗмсене тӑтӑшах уҫӑлтарасси, сӗтел-пукан çийӗсене сиенсӗрлетекен япаласемпе тасатса тăрассине пурнăçласси те кулленхи требовани пулса тăрать. Ачасен ӳт температурине те тӗрӗслесе тăрӗç.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: