Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сăвăсен ярăмӗ

Чӗлхем, янра!

Людмила Семенова-Ульянова 

Тӑван чӗлхем, санра
Аваллӑх тымарӗ,
Чӑвашлӑх сӑнарӗ,
Халӑхӑм кун-ҫулӗ,
Асапӗ, ҫул-йӗрӗ...

Тӑван чӗлхем, санра
Тӑван ҫӗрӗн пилӗ,
Мӑнаҫлӑхӗ, мулӗ,
Мухтавӗ те чапӗ,
Кӑмӑлӗ, вӑй-халӗ...

Тӑван чӗлхем, санра
Атте-анне сӑпкийӗ,
Асаннесен тӗррийӗ,
Асаттесен пехилӗ,
Чӑваш юрри-сӑввийӗ...

Тӑван чӗлхем, санра
Ача-пӑча сассийӗ,
Хӗрсен вӑййи-куллийӗ,
Яш-кӗрӗмсен ташшийӗ,
Тӑван-пӗтен ӑшшийӗ...

Тӑван чӗлхем пӗтсен
Аваллӑх та юлмӗ!
Пуласлӑх та пулмӗ!
Пӗтӗ пӗтӗмпех!
Ҫӗтӗ... ҫухалӗ веҫех.

Тӑван чӗлхем! Юлсам
Эс чӗрӗ! Сывӑ! Хӑватлӑ!
Ан иксӗл, ан хавша!
Ҫутал та ҫиҫ мухтавлӑ!
Янра! Янра! Янра!


Юрлас килет

Тăван тавралăх чĕрĕлет —
Пит ырă-çке кунта!
Кайăк пекех юрлас килет
Çĕн юрă шăратса.
Унта мухтаc тăван çĕре-
Атте-анне пилне,
Çак пурнăçа, çут тĕнчене-
Килетпĕр-çке пĕрре.

Ман сасă кайтăр инçете-
Илтейтĕр тус-тăван.
Пĕтĕм тĕнче манпа пĕpле
Шăраттăр çак юрра.

Янратăр юрă ян та ян!
Илемлĕх илĕртет!
Çĕршыв чĕрĕлнĕ чух паян
Савса юрлас килет!


Пыл хурчĕ

Сĕр-сĕр-сĕр! Паян ирех
Вĕлле умĕ сĕр! сĕрлет.
Сас тăрать — пасар пекех!
Ак пĕри кунтах вĕçет.

Вăл каяс тет инçете —
Ун таçта та çитмелле.
Ывăнма пĕлмесĕр хурт
Кунĕпе хутлать пин хут!

Чечексем çинче вĕçсе,
Тутлă сĕткенне илсе
Кунĕпе вăл тăрмашать —
Ун пӳлми пылпа тулать.

Ак вĕçeт вăл ман тавра —
Тем каласшăн пулмалла.
Пăшăлтатрĕ вăл хуллен:
«Саншăн тăрăшап куллен.

Çĕр çинче çӳрен этем,
Пылăма эс астивсем.
Эс манман-ши тав тума?
Пĕлейĕн-ши хаклама?»

Çyк, манман эп, ырă хурт,
Тав тăвап сана пин хут!
Сиплĕ пыл ак умăмрах —
Caнăн сывлăх пултăрах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев