Шараф Мударрисăн музей-кӗтесӗ уçăлчӗ
Музей-кӗтес туса хурасси Культура еткерлӗхне аталантарма янӑ культура пуҫарӑвӗсен фончӗн грантне пула май килнӗ
Анат Хураката ялӗнче пулса иртнӗ çак мероприятире Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов, культура пайӗн ертӳçи Зульфат Сагдиев, Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов хутшӑнчӗç.
Музей-кӗтес ялăн Культура çуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна туса хурас пуçару Культура çурчӗн ӗҫ коллективӗн пулнă тата ҫак енӗпе вӗсем проекта хӳтӗленӗ. Проекта культура пуҫарӑвӗсен фончӗн комиссийӗ ырланă. Ҫапла вара фонд панӑ грант укҫи-тенкипе паллă поэт-фронтовик Шараф Мударрис пурнӑҫӗпе пултарулӑхне кӑтартса паракан хӑйне евӗрлӗ экспонатсем пухма май пулнă.
— Шараф Мударрис ячӗллӗ музей кӗтесне уҫни — пирӗн районти паллӑ ҫынсене ӗмӗрлӗхех халăх асӗнче хăварассишӗн черетлӗ пысӑк утӑм. Ҫак проект ентеше асра тытма кӑна мар, Анат Хураката ялӗнчи культурӑпа йӑла пурнӑҫне аталантарма та пулӑшать. Мӗншӗн тесен хӑвăн халӑхăн историне пӗлни тата хисеплени пӗтӗм халӑхӑн наци ӑс-хакӑлне йӗркелемелли тата обществӑна аталантармалли тӗп услови пулса тӑрать, — терӗ Айрат Залялов мероприяти вӑхӑтӗнче.
Грант укҫипе Шараф Мударрис бюстне тутарттарнă, ӑна мероприяти шайӗнче уҫрӗç. Бюста Пушкӑрт Республикин, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Нагорнов туса хатӗрленӗ.
Справка
Шараф Мударрис 1919 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Анат Хураката ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӗве ялта илет, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула кӳршӗри Мучелей ялӗнче пӗтерет, 1935 ҫулта Хусана каять, унта педагогика институчӗ çумӗнчи рабфака вӗренме кӗрет. Унтан учительсен институтӗнче икӗ ҫул вӗренет. Ш. Мударрисăн сăввисем 1933 ҫултах пичетленсе тухма пуҫлаççӗ, студентсен ҫулӗсенче уйрӑмах хавхалануллӑн ҫырать. 1937 ҫулта сӑвӑсен пӗрремӗш пуххи ҫутта тухать. Ҫак тапхӑрта поэтӑн литература куҫарӑвӗн пӗрремӗш опычӗсем те пуҫланаҫҫӗ. 1941 ҫулта вăл куçарнипе чӑваш литературин классикӗн Константин Ивановӑн «Нарспи» ятлӑ поэми пичетленсе тухать. 1941 ҫулта Шараф Мударриса Хӗрлӗ Ҫар ретне илеççӗ. Ҫав ҫулах Смоленск облаҫӗнчи йывăр ҫапӑҫусенчен пӗринче Ш. Мударриса аманать, контузи илнӗрен, Мускаври госпитале ӑсатаççӗ, унтан сывлӑхне çирӗплетме Хусана тата тӑван ялне таврӑнать. 1942 ҫулта вӑл каллех фронта каять, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ фронтӗнче минометчик-салтак пулса ҫапӑҫать, ҫав фронтра тутарла тухнӑ «Тăван çӗршывшăн» хаҫат редакцийӗнче ҫар корреспонденчӗ пулать. 1944-1945 ҫулсенче Ш. Мударрис фронтри «Çӗнтерӳ Ялавӗ», «Фронтровая правда» хаҫатсенче ӗҫне малалла тӑсать. Ш. Мударрисӑн çак тапхӑрӗ — поэзилле пултарулӑхӗн тӗп содержанине тӳрӗ килет. «Тупчы Вагап» (1943) ятлӑ анлӑ эпикӑллӑ поэмӑра хăй палланă поэт совет ҫыннисен шухăш-туйӑмӗсене, вӗсен вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗсене, гуманизмне, вӗсем фашизма чунтан курайманнине ҫырса кӑтартать. Ҫартан таврăннă хыҫҫӑн, тӗрлӗ хаҫат редакцийӗсенче литература ӗçченӗ пулса вăй хурать. 1956 ҫулта Максим Горький ячӗллӗ литература институтӗнчен вӗренсе тухать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев