Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Санитарипе экологин икӗ уйӑхлӑхӗ пуçланчӗ

Ӗнер. Паян. Ыран

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 31-мӗшӗччен Тутарстанри халӑх пурӑнакан вырӑнсенче, ҫав шутра пирӗн Ҫӗпрел районӗнче те, санитарипе экологин икӗ уйӑхлăхӗ иртӗ. Çак распоряжение ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алӑ пуснӑ.

Икӗ уйӑхлăха халӑх пурӑнакан вырӑнсен территорийӗсене тасатас енӗпе ирттереҫҫӗ. 

Икӗ уйӑхлăх пынă вăхăтра предприятисен, организацисен, учрежденисен ертӳҫисен ҫак тапхӑрта хӑйсем ҫумне ҫирӗплетнӗ урамсемпе территорисене санитарипе экологи енчен тасатма, кирлӗ чухлӗ ҫынсене тата транспорт явӑҫтарма, санитари кунӗсем ирттерме тӳрӗ килӗ. Урамсене, масарсене, парксене, скверсене тата ытти çавăн пек вырăнсене халӑх активлӑ хутшӑннипе тасатма сӗнеҫҫӗ. 

Ҫавӑн пекех, суту-илӳ предприятийӗсем, пасарсем, суту-илӳ точкисем тӗлӗшпе ӗҫлекен территорисенче санитари шайне, тирпей илем кӗртессине йӗркелелӗç. Пӗтӗмӗшле илсен, пур ведомствӑсемпе отрасльсем валли те тӗллевсем палӑртнӑ. Чи пахи — районта, ялсенче тасалӑхпа йӗркелӗх пултăрччӗ. Икӗ уйӑх хушшинче оперативлӑ штаб Тутарстан Республикин экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствине ҫак ӗҫ ҫинчен кашни эрнерех пӗлтерсе тӑрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев