Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Р. Бахитов: «Çулсерен 100е яхӑн ҫын учетра тӑрать»

    Раççей Федерацийӗн наказание пурнăçлаттаракан федераллă службăн Тутарстан Республикин управленийӗн  уголовлă-исполнительнăй инспекцийӗн пӗр ӗмӗртен ытла историйӗ пур.

    Çакăн чухлӗ çул иртнӗ службăн иртни тата паянхи çинчен инспекцийӗн районти филиалӗн начальникӗ, шалти службӑн подполковникӗ Рамиль Бахитов çапла калаçрӗ:

    – Уголовлӑ-исполнительнăй  инспекцисем, юсав учрежденийӗсем пекех, уголовлӑ право витӗмӗн мерисен тата ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑварма альтернатива пулнă май наказание пурнӑҫлаттарас енӗпе пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ирӗкрен хăтарнисен шутне чакарасси, суд  палăртнă наказани пек тивӗçсене татса парасси вӗсен ӗçӗсемпе тӳрӗрен-тӳрӗ çыхăннă. Çак  системăра ӗçлекен ӗçченсем кăткăс тата яваплă ӗç пурнăçлаççӗ. Закон пăсакансене тулли пурнăçа каялла тавăрасси, вӗсене çӗнӗ преступлени тăвасран сыхласси тата воспитани парасси – пирӗн служба системин ӗçченӗсен умӗнче тăнă тӗп тӗллевсенчен пӗри.

    Тӗрмене хупнисене, çаплах, психологи пулăшăвӗ те кăтартатпăр. 2020 тата унчченхи çулсенче уголовлă-исполнительнăй службӑн Çӗпрел районӗнчи филиалӗнче район тата обществăлла судсен нумай шутлă   суд решенийӗпе килӗшӳллӗн, ҫынна обществӑран уйӑрмасӑр кăна суд решенийӗпе наказани парасси чылай пулчӗ. Кусемсӗр пуçне пирте ытти судсенчен тата уголовлӑ-исполнительнăй инспекцисенчен килнӗ решенисем те пур. 2020 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче кӑна та пирӗн филиалта 46 ҫынна учета илнӗ, инспекци урлӑ 72рен ытла çын иртрӗ. Вӗсенчен 38шне-сӑнав срокӗ, 8-шне тӳрлетӳ ӗҫӗсем, 18-шне обязательнăй ӗҫ палăртнă, иккӗшӗ уйрăм должность илсе пыма е уйрăм ӗҫпе интересленме пултараймӗç. Вӗсен хушшинче ҫулӗсем ҫитмен çамрăксем те пур.

    Суд решенийӗсене пурнӑҫлаттарма, ҫав вӑхӑтрах, вӗсене пулӑшма тӗрлӗ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Айӑплакансемпе калаҫу формипе профилактика мероприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ. Унта социаллӑ хӳтлӗх управленийӗн, шалти ӗҫсен уйрăмӗн ӗçченӗсем тата психологсем хутшӑнаҫҫӗ. Иртнӗ çул судпа айӑпланӑ 14 ҫыннăн сăнавлă срокне вăрăмлатнă, 7-шне хушма яваплӑхсем çирӗплетнӗ. Вӗсем, уйӑхра пӗр хутчен профилактикăлла калаҫушăн инспекцие килме тивӗçлӗ çынсемччӗ. Хăйсене лайӑх енчен кăна  кăтартнă виҫӗ ҫын тӗлӗшпе наказани срокне чарса лартасси ҫинчен судсене предписани  ятăмăр. Юлашки вӑхӑтра уголовлӑ–исполнительнăй инспекцисенче электронлă мониторинг системипе усӑ курма пуҫларӗç. Вӑл пулӑшнипе (электронлӑ браслет) учетра тăракан çын ăçта çӳренине кабинетра ларсан та уçăмлама май пур. Чи пахи – закона пăсмасăр, общество законӗсене пăхăнса пурăнни.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: