Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пушар извещателӗ пурнӑҫа ҫӑлса хӑварать

01 служби

Пушар вӑхӑтӗнче ҫынсем ытларах тӗтӗмпе тата шӑршӑпа наркăмăшланса вилеҫҫӗ.

Ҫынсене пушар вӑхӑтӗнче вилессинчен сыхлакан чи тухӑҫлӑ мерӑсенчен пӗри — автономиллӗ пушар извещателӗ пулса тӑрать. Тӗтӗм тухсанах извещатель ҫынсене хытӑ сигнал парса хӑрушлӑх ҫинчен пӗлтерет.

Автономиллӗ пушар извещателӗсем пушар сигнализацийӗн ятарлӑ линийӗсене тăсма тата хушма оборудованипе усӑ курассине ыйтмаҫҫӗ. Пушар извещателӗ батарейкăпа ӗҫлет. Батарейкӑна çулталӑкра сахалтан та пӗр хут кăна улӑштарма тӳрӗ килет. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, ҫур ҫулта пӗр хут, йăнăш сигнал ан патăр тесе, оборудование тусан пусса каясран тасатса тăмалла пулать.

— Автономиллӗ пушар извещателӗ пӳртре сывлăшра тӗтӗм мӑкӑрланас-тӑвас пулсан, вӑйлӑ сигнал парать, ҫапла майпа ҫынсене систерет, ҫывӑракансене вӑратать, — тет Ҫӗпрел районӗнчи ВДПО ертӳçи Андриян Артемьев.

Андриян Артемьев палӑртнӑ тӑрӑх, пушар извещателӗ сывлӑшра тӗтӗм тухни çине хурав парать, ҫавӑнпа та тӗтӗм пӗтӗм хваттерӗпех сарӑлсан кăна мар, ун ҫинчен ҫуннӑ пӗрремӗш минутсенче пӗлтертӗр тесе, ӑна кашни пӳлӗмпе коридорта, мачча ҫине, ҫирӗплетсе лартмалла. Ҫак оборудование вентиляципе кондиционерсенчен аяккарах, кухньӑра вара плита патӗнчен инçетерех вырнаҫтармалла.

— Пушар извещателӗ вырнаҫтарма йывӑрах мар, кирлӗ пулсан, эпир ӑна хамӑр та килсене кайса вырнаҫтаратпӑр, — тет Андриян Артемьев.

Справка

Пушар пулсан 01, 101 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев