Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Пурнăçне ачасене халалланă

    Хăйӗн тивӗçне юратса пурнăçлать

    1963 ҫулхи августӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик ялӗнче Рамильпе Мадина Мануровсен ҫемйинче тахҫантанпа кӗтнӗ хӗрача ҫуралать.

    Ҫак ҫемьен аслисем, Хайдар аслашшӗпе Фатима асламӑшӗ, сенкер куçлă хӗрачана Равия ят параҫҫӗ. Рамиль пичче колхозра 47 ҫула яхӑн шофер пулса ӗçленӗ. Мадина аппа та тивӗҫлӗ канăва тухичченех колхозра вăй хунă. Вӗсем паянхи кун та ялта  хисеплӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Утмăл çул пӗрле пурӑнакан мăшăр, 6 ача çуратса ӳстернӗ, пурне те пурнăç çулӗ çине тăратнă, аслă пӗлӳ панă. Халӗ те ачисем пурте туслӑ, ҫемьеллӗ пурӑнаççӗ.

    Çак çемьере ӳссе çитӗннӗ Равия Валеева пирки тӗплӗнрех çырса кăтартас килет. Хирти Пикшик ялӗнче 10 класс пӗтерсен медицина колледжне вӗренме кӗрет, ун хыҫҫӑн Ҫӗпрел район больницинче ӗҫлеме тытăннă. Пирваях флюрографи кабинетӗнче вăй хурса, каярахпа терапипе хирурги, ача-пăча уйрӑмӗнче те ӗçленӗ. Ӗҫленӗ хушăрах вӑл тӗрлӗ культура мероприятийӗсенче, концертсене, спектакльсене те хутшӑнма ӗлкӗрнӗ.

    1985 ҫулхи январӗн 19-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Тутар Упи ялӗн каччипе Фоат Валеевпа йăва çавăраççӗ. Çемьере пӗр хӗрпе пӗр ывăл çуралать. 1985 ҫулта Фоат Валеева Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗн директорӗн ӗçне шанса параççӗ. 1987 ҫулта Валеевсем Тутар Саплӑк ялне куҫса килеççӗ. Равия Рамильевна ача садӗнче  воспитатель пулса ӗҫлеме пуҫлать. Куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика университетне вӗренме кӗрет, хӗрлӗ дипломпа пӗтерет.

    Равия Валеева  воспитатель профессине алла илсе Алешкин-Саплăк ялӗнчи ача пахчинче ӗҫлеме пуçлать. Хăйӗн тивӗçне юратса пурнăçлать. Ачасем  ҫитӗнеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑраҫҫӗ, халӗ вара хӑйсен ачисене юратнӑ воспитательсем патне ача садне илсе пыраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче учительсем, инженерсем, врачсем, воспитательсем тата ытти професси çыннисем те пур. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче вӗсем Равия Равильевнана тав сӑмахӗсене калаççӗ тата ача садӗнче ирттернӗ ҫулсене яланах лайӑх енчен аса илеççӗ.

    Равия Валеевана ӗçри ҫитӗнӳсемшӗн тата ӗҫ-хӗлӗшӗн Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗ Тав хучӗсемпе пӗрре мар чысланă.  2019 ҫулта  Тутарстан Республикинчи Çӗтӗç тата наука министерстви «Вӗренӳри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр паллипе наградӑланӑ. Ача садӗнче ӗҫленӗ май вӑл нумай конкурссенче хутшӑнса дипломсем, Тав хучӗсем, хаклӑ парнесем илет.

    Хальхи вӑхӑтра вӗсен ывӑлӗ Раиф Хусанта строитель пулса ӗҫлет. Хӗрӗ Раиль ашшӗн профессине суйласа илнӗ, ашшӗн çулӗпе кайнă тесен те тӗрӗс пулӗ. Раиль Хусан хулин университечӗнче математикӑпа информатика уйрӑмне пӗтернӗ тата магистратурăн педагог-психолог профессине алла илнӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, Тутар Саплăк ялӗнче пурăнакан хисеплӗ ҫынсем, туслă ҫемье, ачасене воспитани парас ӗҫе пӗтӗм пурнӑҫне халалланă мăшăр пурӗ пӗрле 75 ҫул педагогика стажӗ пухнӑ. Нумаях пулмасть вӗсем 35 ҫул ҫитнӗ ятпа мерчен туйне уявланӑ.

    Пушӑ вӑхӑтра Равия Валеева ӳкерчӗксем тума юратать, сӑвӑсем те ҫырать.

    Унăн ӗçченлӗхӗшӗн, тăрăшуллăхӗшӗн, ачасемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлнишӗн ашшӗ-амăшӗсем питӗ савăнаççӗ. Пӗтӗм пурнăçне ачасене воспитани парас енӗпе ирттернӗ Равия Рамильевна чăннипех те телейлӗ. Унăн чӗри витӗр тухнă нумай ачан шăпи ырă енне туртăннă. Вăл пирӗн ачасемшӗн иккӗмӗш анне тесен те йăнăш пулмӗ.

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: