Пурнӑҫ сăнавӗсем çирӗплетнӗ
Ачаранах ӗҫе хăнăхса ӳсет Гульзиган Шарапова
Гульзиган Халиулловна — вӑрҫӑ ачи, ашшӗ Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, вӑрҫӑран аманса таврӑнать. Гульзиган вара, ашшӗ вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. Йывӑр пурнӑҫ пирки ӑна шкулта нумай вӗренме тӳр килмен — вӑл 4 класс ҫеҫ пӗтерет. «Пирӗн мунча та ҫукчӗ. Атте ҫӗрпӳрт чавса мунча турӗ, эпир çавăнта ҫӑвӑнаттăмăр. Ӑна та кӳршӗсем ыйтса, хутнă чухне мунчамăра ҫунтарса ячӗç», — тесе ачалăхне аса илчӗ Гульзиган аппа.
Гульзиган аппа ачаранах ӗҫе хăнăхса ӳсет. Ҫӑкӑр лавккинче унӑн урай ҫума та тӳрӗ килет. Пӗр ӗҫрен те пӑрӑнмасть, май килнӗ таран ашшӗ-амӑшне пулӑшма тӑрӑшать.
Шӑпа çамрӑк хӗре Тутар Упи ялӗн каччипе тӗл пултарать, çемье çавăрса яраççӗ, пилӗк ача çут тӗнчене килет. Гульзиган аппа пахчаҫимӗҫ типӗтекен заводра ӗҫлет, ҫулла колхозра чӗкӗнтӗр çумлать, тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫлать. Унӑн 40 ҫул ытла ӗҫ стажӗ пур. Гульзиган аппана хӑйӗн пурнӑҫӗнче хуйхине те, савӑнӑҫне та курма тивет. Çап-çамрăклах вӗсен ывӑлӗ Ильмас çут тӗнчерен уйрăлса каять. 2010 ҫулта Гульзиган аппа çемйипе Кивӗ Ҫӗпрел ялне куҫса килет, анчах та ватлӑхра пӗрле пурӑнма пӳрмест вӗсене, 50 çул пӗр-пӗрне çур сăмахран ăнланса пурăннă мăшăрӗ 2011 çулта вилет.
Гульзиган аппа вăхăтне пушă ирттерес мар тесе тӑрӑшать. Хӑйӗн кил-çуртӗнче ӗҫсене пӗтерсен, вӑл инҫех те мар юхса выртакан ҫӑлкуç патне утать.
— Эпир кунта куçса килсе вырнаçнă вăхăтра, çак ҫӑлкуҫран шыв юхмастчӗ. Кӳршӗмӗр Абдулхарис Алимов çак ҫӑлкуҫа «чун кӗртрӗ». Ҫӑл шывӗ таса та сиплӗ, унтан ӗҫме, апат пӗçерме шыв илетпӗр, хальхи вăхăтра вара ҫӑл патне кăмăлласа ҫӳретпӗр тата, çаплах, çӳлти урамран та ҫынсем килсе, шыв илеҫҫӗ. Каҫхине ҫӑл патне тухатӑп, уҫӑ сывлӑшпа сывласа кӗретӗп, — тет Гульзиган аппа.
Вӑл хыр йывăççисенчен йӗкелсем те пуçтарать, вӗсенчен питӗ тутлӑ варени тăвать. Хисеплӗ ветеран тӗне те питӗ хисеплет, кӗлӗ вулать. Пушӑ вӑхӑтра тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе ӑшӑ пушмаксем, крючокпа питӗ илемлӗ сакă çине витмеллисем те çыхать.
— Слива, ирга пек улма-ҫырла йывӑҫçисене ҫӑлпа юнашар лартас килет, вӗсем ӳссе, районта пурӑнакансене хӑйсен ҫимӗҫӗпе савӑнтарччӗр тесе ӗмӗтленетӗп, — тесе хӑйӗн шухшне пӗлтерчӗ Гульзиган аппа.
Малалла тăсса
Район аталанăвне хăйӗнчен пысăк пай кӗртнӗ, обществăлла пурнăçра активлă хутшăннăшăн Гульзиган Халиулловна Шарапована «Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул» юбилей медальне пачӗç.
Гульзиган аппан канашӗсем
Ӗлӗк-авалтан хыр йӗкелӗнчен тунă варение тӗрлӗ чирсене сиплеме анлӑн усӑ курнӑ.
Унӑн яланхи пек мар тутипе ырӑ шӑрши ҫак сиплӗ продукта тата ытларах популярлă тăвать. Хыр вӑл — ӗмӗр ешӗл йывӑҫ, вӑл фитонцидлӑ ӳсентӑран пулса шутланать. Фитонцидсем — бактерисемпе кӑмпасен ӳсӗмне тивӗҫтерекен биологи тӗлӗшӗнчен активлӑ япаласем, вӗсем хыр йӗкелӗсенче нумай. Паллах, варени валли кивӗ, кӑвакарнӑ, ватӑ йӗкелсене илме юрамасть. Ҫакӑн валли 4 см тӑршшӗ ҫамрӑк йӗкелсене кăна пуçтармалла. Хыр йӗкелӗсенчен пӗҫернӗ варенипе пуринчен малтан сывлав органӗсен, бронхит, плеврит, пневмони, бронхиальнӑй астма, туберкулез чирӗсене, ҫавӑн пекех гриппа тата шӑнса пӑсӑлнă хыççăнхи амаксене сиплеме усӑ кураҫҫӗ. Талӑкра икӗ апат кашӑкӗ варени çини — сиплеве тивӗçтерӗ.
Варени пӗçерме рецепт:
Йӗкелсене тасатмалла, савӑта ямалла. Йӗкелсене 1 сантиметр хупламаллӑх шыв ямалла та 40 минут вӗретмелле. Сивӗнсе ҫитсен (тепӗр кун та юрать) шывне сӑрӑхтармалла. Шывӗ миҫе стакан пулать, ҫавӑн чухлӗ сахӑр песукӗ ярса, сиропа 1 сехет ҫурӑ (тӗсӗ тӗксӗмлениччен) вӗретмелле. Пӗр 20 минут пиҫсе ҫитиччен хыр йӗкелӗсене сиропа ярса кӑшт вӗретмелле. Таса банкӑсем ҫине тултармалла, сивӗтмелле. Сивӗ вырӑнта усрамалла.
Питӗ усӑллӑ варени пулӗ!
Июнь уйăхĕнчи йĕкелрен
Июнь уйăхĕнче пухнă хыр йĕкелĕнчен хатĕрленĕ пыл С витаминпа пуян. Вăл ӳслĕкрен, шăнса пăсăлнă хыççăнхи амаксенчен сипленме, иммунитета çирĕплетме пулăшать.
Хыр йĕкелĕсене июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен кăна пухмалла. Виçĕ литрлă банкăна 1 килограмм сахăрпа сийлесе тултармалла. Савăт анине марльăпа хупламалла та хĕвел лекекен чӳрече сакки çине лартмалла. Банкăра пушă вырăнсем пуласран, сироп йĕкелсене пĕр пек хуплатăр тесе, эрнере пĕрре силлесе илмелле.
Пыл сентябрь уйăхĕнче пулса çитет. Ăна сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен урăх савăта ярса илмелле. Сулхăнра упрамалла.
Пыла кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — 1 уйăх. Шăнса пăсăлнипе пулакан чирсен тапхăрĕнче ăна ытларах вăхăт та çиме юрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев