Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Преступленисене уҫса парас ӗç лайӑхланнă

    Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ӗçченӗсен канашлăвӗнче ултă уйăхра пулнă çул-йӗр аварийӗсен, тунă преступленисен факчӗсене тишкерчӗç

     

    Право

    Иртнӗ çулăн  ултӑ уйӑхӗпе танлаштарсан кăçал Ҫӗпрел районӗнче преступленисем  10,1 процента ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсене уçса парас шай та 4,5 процента ӳснӗ.

    Преступлени туни

    Кӑҫалхи çулăн ултӑ уйӑхӗнче район территорийӗнче йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисен пилӗк тӗслӗхӗ палăрнă. Çынна тата уйрăм харпăрлăха хирӗç (вăрлани тата мошенничество) тунӑ преступленисем уйрăмах пăшăрхантараççӗ. Кӑҫал ҫавăн пек категорири 38 преступленирен пурне те  уҫса панă. Вӑрланисен шайӗ 11 тӗслӗхпе нумайрах пулнă. Кăçалхи ултă  уйӑхра хӗç-пăшал, çаплах, законсăр çаврăнăшри  наркотиксемпе ҫыхӑннӑ преступленисем пулман. Çаксене пурне те уйрăмăн ӗçченӗсен 2020 çулăн ултă уйăхлăх ӗç кăтартăвӗсене анализлама халалланă канашлура уйрăмăн начальникӗ Рустам Мухаметзянов каласа пачӗ.

    –Район тер-риторийӗнче йӗр-келеннӗ преступлени тӑвакан ушкӑнсем çук. Обществăлла вырăнсенче тунӑ тӑватӑ преступление регистрациленӗ тата вӗсене пурне те уҫса панӑ, – терӗ вăл. Уйрăмăн начальникӗн сăмахӗсенчен палăрнă тăрăх, çаврăнăшра пулман алкогольлӗ тата спиртлă шӗвексем сутассине чикӗлес енӗпе тӑтӑшах ӗҫ илсе пыраҫҫӗ, суту-илӳ тишкерӗвӗ ирттереççӗ.

    Район территорийӗнче 30 ют ҫӗршыв гражданӗ пурӑнать, вӗсенчен 12-шӗ килнӗ вырăнӗсенче учетра тăрать. Ют ҫӗршыв ҫыннисене пурне те миграци пункчӗн ӗçченӗсем полицийӗн участокри представителӗсемпе пӗрле яланах тишкерсе тăраҫҫӗ.

    Ачасен хăрушсăрлăхӗшӗн

    Полици сотрудникӗсем ачасен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе те нумай мероприятисем ирттереççӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче, шкул çулне çитичченхи ача сачӗсенче  вӗсем профилактика ӗҫӗсем илсе пыраççӗ, лекцисемпе калаҫусем йӗркелеҫҫӗ. Çак тематика енӗпе интернет сечӗсенче ҫичӗ статья кӑларнӑ.

    Çул-йӗр-транспорт аварийӗсем

    Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра район территорийӗнче ултă ҫул-йӗр-транспорт аварийӗ палăрнă. Вӗсенче виҫӗ ҫын вилнӗ тата ултӑ çын тӗрлӗ шайра  çан-çурăм суранӗсем илнӗ. Ҫак цифрӑсем иртнӗ çулхи шайран нумайрах. Çул-йӗр трагедийӗсем пурте Хусан – Ульяновск – Кивӗ Çӗпрел, Кивӗ Çӗпрел-Тутар Шатăршан автомобиль çулӗсем çинче пулнă. Малашне çак çулсем çинче хӑвӑртлӑх режимне чакармалли паллăсем, çул правилисене пăсакансене регистрацилекен фото-видео приборсем хума кирлине те аса илтерчӗ Р.Мухаметзянов.

    Паян районта транспорт хатӗрӗсене çӳретмелли правине туртса илнӗ 109 ҫын пурӑнать. Вӗсене тишкерсе тата контрольте тытмалли ӗçсем  чарӑнмаҫҫӗ. Ӳсӗр пуçпа тепӗр хут автомашина çӳретнӗ икӗ çын тӗлӗшпе уголовнăй ӗç хускатнă тата район судне янă.

    Ҫавăн пекех ҫул ҫитмен икӗ ача, вунӑ велосипедист, ҫичӗ мотоциклист тата пӗр машина çӳретекен (!) ҫул-йӗр правилисене пӑсни уçăмланнă. Паллă ӗнтӗ вӗсен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ процессуаллă документсем тултарнӑ, профилактика учетне илессишӗн ҫул ҫитменнисен ӗçӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссине янă.

    Ларура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ. Полици ӗçченӗсен ӗҫне анализ тунă çӗрте вăл право йӗркине профилактикăлас енӗпе  тата та çирӗпрех мероприятисем ирттерме кирлине каларӗ. «Тӗрӗс, коронавируспа çыхăннă май пӗрремӗш çур çуллăх полици ӗçченӗсемшӗн те канăçсăр пулчӗ. Ума лартнӑ задачӑсене пурнӑҫлама уйрӑм режимра ӗҫлеме тӳрӗ килчӗ. Ҫав вӑхӑтрах право йӗркине пӑсакансемпе те кӗрешӳ илсе пытăр. Малашне те  ҫитӗнӳсем сунатӑп!», – терӗ Марат Ринатович.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: