Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Патшалăх  ачаллă çемьесене пулăшать

    Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи майӑн 11-мӗшӗнче кронавирус инфекцийӗ сарăлнă условисенче граждансене тата экономикăна пулӑшу памалли ҫӗнӗ майсем йышăнчӗ. Ҫав тӳлевсем камсене тивӗçлӗ-ха?

    Виҫӗ ҫулччен пулнă кашни ачана апрель, май, июнь уйӑхӗсенче 5000 тенкӗ укçа параççӗ

    Апрель уйӑхӗнчен пуҫласа виҫӗ уйăх тăршшӗ парăнакан 5000 тенкӗ укçана ача 2017 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗччен ҫуралнӑ пулсан тата усрава илнӗ кашни ҫемье  илет. Ача апрельте 3 ҫул тултарнă пулсан, вăл пӗр уйӑхшăн кӑна пособи илме ӗлкӗрет.

    Ачасене 3 ҫултан пуҫласа 16 ҫулччен 10 пин тенкӗ параҫҫӗ

    Ача 2004 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗччен ҫуралнӑ пулсан  тӳлев парăнать. 10 пин тенкӗ укçа асӑннӑ çак категорие кӗнӗ кашни ачана парăнать, ҫав шутран, кăçалхи çулăн май   уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен   пуҫласа июнӗн 30-мӗшӗчченхи тапхăрта 16 ҫул  тултарнисене те.   Пулӑшу усрава илнӗ  ачасене  те парăнать.

    Заявленисене мӗнле памалла

    5000 тенкӗ укçана илес енӗпе заявление патшалăх услугисен порталӗнче тата ТР Пенси фончӗн сайтӗнче пама пулать. Енчен эсир июнь уйăхӗ хыҫҫӑн ҫеҫ заявлени паратӑр пулсан, ку укҫа виҫӗ уйӑхшăн (апрель, май, июнь) пӗрле тӳленет. Анчах та 10 пин тенкӗ укçана илессишӗн заявление патшалӑх услугисен порталӗ урлӑ кӑна памалла. Ҫак заявленипе килӗшӳллӗн ТР Пенси фончӗ июнӗн 1-мӗшӗнчен тӳлевсене пурнăçлама пуҫлать.

    Икӗ тӗслӗхре те опекунсен ыйтӑвӗсемпе электронлӑ майпа заявленисене йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа опекунсене ТР Пенси фондне хăйсен кайса заявлени памалла пулать.

    – Паянхи кун ашшӗ-амăшӗсем заявленисене патшалӑх порталӗ урлӑ пама пуҫларӗҫ. Электронлӑ заявленисене ҫырса хатӗрленӗ вăхăтра ашшӗ-амӑшӗсен  уйрăмах тимлӗ пулмалла. Ачан ашшӗ-амӑшӗ анкета даннӑйӗсене, ача ҫурални ҫинчен, реквизитсене уҫҫӑн ҫырса кăтартса тултармалла. Банк организацийӗн реквизитне кӑтартнӑ чухне те тӗрӗсмарлăхсем пулмалла мар.

    Заявленире ҫитменлӗхсем пулсан, тӳлевсене пурнӑҫламалли срока та тӑсӗҫ, - тет Раҫҫей Пенси фончӗн  Çӗпрел районӗнчи клиент службин ертӳҫи Венера Садеева.

    Икӗ тӗслӗхре те ачаллă ҫемьесене тивӗҫекен укҫа-тенке банкри заявлени счечӗсем ҫине кӑна куҫарӗҫ. Анчах мӗнле банк меллӗрехне ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсем суйласа илеççӗ. «Раҫҫей Почти» пулӑшӑвӗпе хальлӗхе усӑ кураймӗç.

    Справка

    Ачаллă çемьесене федераци бюджетӗнчен укҫа тӳлеме 8 миллиард тенкӗ укçа уйӑрӗҫ.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: