Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Манăçмасть астăвăм

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ ентешӗмӗрсене халăх асăнчӗ ӗмӗрлӗхе хăварасси малалла пырать

Иртнӗ эрнере Кивӗ Тăваньел, Алешкин-Саплăк ялӗсенче Геннадий Ильина халалласа астăвăм хӑмине тата кӗтес уҫрӗҫ. 

Ҫӗпрел районӗн ҫар ҫыннине, вилнӗ хыççăн, Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑларӗç. Мероприятие геройăн тӑванӗсемпе ҫывӑх çыннисем, ял халăхӗ, ял тăрăхӗн тата районти ертӳçӗсем хутшӑнчӗç.

«Геннадий Анатольевич пирӗн ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче паттӑрлӑх кӑтартса пуçне хучӗ. Ăна эпир асра тытма тивӗçлӗ, эпир ӑна нихăҫан та манмӑпӑр», — терӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов.

Героя пӗр минут хушши шăп тăрса аса илчӗç. Торжествăлла тӗлпулӑва хутшӑнакансем астăвăм хăми умне чечексем хучӗҫ.

Малалла тăсса

Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче вилнӗ герой каччăмăрсене халăх асӗнче ӗмӗрлӗхех асра хăварасси «Форпост» учрежденийӗн (ертӳҫи А. Сулейманов) «Вӗсем пирӗн чӗрере» тесе ят панă проект шайӗнче пурнăçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев