Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кермен — Крокус Сити Холле ахрӑмĕ

Пётр Мулеев, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ

Яланлӑхах куçĕсене хуптарчĕç,
Татрĕç айӑпсӑр çынсен кунĕсене.
Вут-çулӑмпа чĕрисене çунтарчĕç,
Тен çеç пурӑнма пуçланӑ ачасене.

Пиншер куç керменте сӑнарĕç,
Тӑхлан çумӑрӗ чÿхерĕ çынсене.
Хӑшĕсем тарса тухма пикенчĕç,
Çитмерĕ вӑй тӑма теприсене.

Тӑватӑ «усал» этем пичĕпе пулчĕç,
Пĕр шеллемесĕр печĕç пӑшалтан.
Шуйттан ĕçне тунишĕн хĕпĕртерĕç,
Тен ĕмĕтленчĕç иртме Турӑран.

Хӑйсен чунĕсене усала пачĕç,
Сутрĕç çын ĕмĕрне укçа-тенке.
Çын пурнӑçĕн хакне пĕлмерĕç,
Çӳлти патшалӑх валеçнĕ кунсене.

Хăшӗсем хирĕç тӑма шутларĕç,
Кӑкӑрпа кам-тăр хупларĕ арӑмне.
Ачисене çӑлма васкарĕç
Çемьепе кам килнĕ кермене.

Чунне сутнӑ çӑткӑнсем мĕн шутларĕç,
Тен çитмĕ терĕç пуль халӑх çилли?
Ирсĕрсем тарса ӳкесшĕн пулчĕç —
Хӑтӑлас шухӑшпа Украина çĕрĕ çине.

Хыпар саланчĕ хӑвӑрт тĕнчипе —
Путсĕр инкек çĕршыв чĕринче. 
Тĕрлĕ халӑх ушкăнпа усса пуçне,
Утать чарӑнмасӑр кермен енне.

Лампада вучĕ хĕрлĕ тĕспе —
Çурта хураççĕ кермен умне,
Асӑнса татнӑ ачасен пурнӑçне,
Выляса пĕтереймен хатĕрĕсене.

Вунпилĕк теçеткене яхӑн пирĕштийĕ
Вĕçсе хӑпарчĕç хур-кайӑк пулса.
Турӑ амӑш куççулĕ çĕр çине тумларĕ,
Çурхи сивĕ çумӑр тумламĕ пулса.

Çеçпĕл чечекки хĕл пĕтессе кĕтмесĕр,
Юра çĕклерĕ папкипе йӑтса.
Хĕвел пайӑркине кĕтсе илмесĕр,
Çеçкине уçрĕ пурнӑçа тӑсса.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев