Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Илемлӗ çырма хӗррисем...

    Пичетлесе кӑларнӑ материалсем тӑрӑх: шыв-шур хӗрринчи сӑнавсем

    Хаçатра, унӑн электронлӑ версийӗнче, социаллӑ сетьсенчи ушкӑнсенче шыва кӗмелли сезон вăхăтӗнче халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтересси çинчен статья тухнă хыççăн пӗр эрне вăхăт иртрӗ. Эпир вара ку ыйтӑва аяккинче хăвармасăр, шыв-шур хӗррисене пăхса çаврăнас терӗмӗр. Пур-и шыва кӗрекенсем, е ҫук-и?

    Çак ыйту çине хурав шыраса Кивӗ Çӗпрелпе Чăваш Çӗпрел ялӗсен хушшинче вырнаçнă çырма патне килтӗмӗр. Ӗлӗк те кунта машинӑсем нумай пулни курăнатчӗ. Килекенсем ҫак вырӑнта мӗн туса ҫӳренине пӗлме шут тытрӑмӑр. Пӗчӗккӗ кăна пулсан та, тарӑн шывлă иккен çак çырма. Пулӑ тытма юратакансене те илӗртет, кăмăлу пулсан шыва кӗрсе тухма та пулать, хӑш-пӗрисем кунта канма, ҫутҫанталӑк илемлӗхӗпе савӑнма килеҫҫӗ иккен. Канакансем çак вырăна  час-часах килнине вӗсенчен юлнă кăвайт тӗпӗсенчен тата пăрахса хăварнă пластик савăтсенчен те курма пулатчӗ. Çырман  тепӗр енчи çыранӗнче эпир килнӗ кун темиçе транспорт пурччӗ. Ҫанталӑк кӑштах пӗлӗтлӗ, сивӗрех тăнине тата ӗҫ кунӗ пулнине пăхмасăр, шыв хӗрринче ҫынсем пурри пире кӑштах тӗлӗнтерчӗ те.

    Ҫыран хӗрринче шыва кӗме юраманнине кӑтартакан паллӑ тăрать. Унтан инçех  мар ларакан темиçе арҫын патне пырса мӗн туса ҫӳрени çинчен ыйтрăмӑр. Пирӗнпе калаҫакан Сергей Осипов кунта пулӑ тытма килнӗ иккен.

    – Пулла ир-ирех килетӗп тата каҫчен çакăнта ларатӑп. Пулӑ лайӑх тытăнать кунта, – тет вӑл.

    –Шыва кӗрекенсем пур-и,  хӑвӑр  шыва кӗни пур-и кăçал çулла? – текен ыйту çине вăл куларах, кӑштах тӑхтасан: «Ҫук, кӑҫал шыва кӗни ҫук-ха», – тесе хурав пачӗ.

    – Кунта вӗт юханшыв пӗчӗккӗ, «шыва кӗме юрамасть» аншлаг та тăрать тата шыва кӗрсен штраф параççӗ, теҫҫӗ вӗт. Ҫавӑнпа шыва кӗместӗп,  килте  ваннăй пур манăн, – тет Сергей.

    Пулӑҫăсемпе калаҫнӑ хушӑра çырман ку енне те тата пӗр автомобиль килсе  чарăнчӗ. Унтан икӗ ҫамрӑк арҫын тухрӗç. Эпир вӗсенчен те кунта мӗншӗн килнине ыйтрӑмӑр.

    – Çырма курма килтӗмӗр. Шыв таса пулсан шыва кӗрсе тухма шутланăччӗ. Ача чухне яланах ҫакӑнта шыва кӗреттӗмӗр ӗнтӗ эпир, – терӗҫ вӗсем.

    Шыва кӗме юраманнине аса илтеретпӗр.

    – Çапла иккен çав, аншлага куртӑмӑр ӗнтӗ. Лайăх пулӗччӗ пирӗн районта та шыв хӗрринче ҫемьепе, ачасемпе канни, шыва кӗмелли вырӑнсем туса хурсан, – тесе хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗç каччăсем.

    «ВКонтакте»  ушкӑнра та ҫакӑн çинчен шухӑш-сӗнӳсем пурччӗ. Марат Туктаров, сӑмахран:  «Шыва кӗмелли вырăнсене çăлавçăсен посчӗсемпе оборудованилесен, районти пӗвесемпе кӳлӗсенче нумайăшӗ шыва кӗме юрӑхлӑ пирӗн! Ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсен ҫакна мӗнле вăя кӗртмелли ҫинчен шухӑшламалла, мӗншӗн тесен шыва кӗни – çан-çурăма, сывлӑха ҫирӗплетекен фактор пулса тăрать. Шыв патӗнче пурăнса та шыва кӗме май ҫук. Кун пек шăрăхра ҫамрӑксене шыва кӗме чарма пулмасть! Ишме пӗлекен çынсенчен дежурство тăрассине йӗркелеме те пулать!», – тет вӑл.

    Ильмир Якупов: «Ҫӗпрел районӗнче шыва кӗме пӗвесемпе кӳлӗсем те юлман. Вӗсене татса ячӗҫ. Пӗвесем тумалла  тата пулăсем ямалла. Пулӑ ӗрчетессипе, плотина тӑвассипе интересленмелле. Вӗсем (плотинăсем) пушарсене сӳнтерме те кирлӗ тата пулӑ тытассишӗн те!!!»,– тет.

    Аса илтеретпӗр, Ҫӗпрел районӗнче 17 гидротехника сооруженийӗ, урӑхла каласан, плотина пур. Анчах вӗсенчен пӗринче те шыва кӗме юрамасть. Ишме юратакансемшӗн  «Акчарлак» бассейнăн алӑкӗсем яланах уçă.

    Асра тытăр, шывра тата шыв-шур объекчӗсенчи хӑрушсӑрлӑха йӗркеллӗ пулнипе тата ҫак правилӑсене пурнăçланипе кăна тивӗçтерме пулать. Чрезвычайлӑ лару-тӑру килсе тухсан 101 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.

     

    Инкеклӗ ӗçсем тăвас марришӗн шывра хăвна-ху тытмалли тӗп правилăсене те аса илтерсе хăварар:

    – Оборудованиленмен вырӑнсенче шыва кӗме юрамасть.

    – Хӗвел ҫинче нумай тăнă хыççăн, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, ывӑннӑ хыҫҫӑн, çаплах, спиртлă шӗвек ӗçсен шыва кӗме юрамасть.

    – Ҫыран хӗрринчен тата çӳллӗ вырăнсенчен шыва сикме чараççӗ.

    – Ачасене шыв хӗрринче пӗччен хӑварни тӳрлетме пулман йӑнӑш патне илсе ҫитерме пултарать.

    – Ише пӗлместӗн иккен, шыва кимӗпе е камера çинче те ан кӗр.

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: