Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • ГТОпа çыхăннă конкурс старт илчӗ

    Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен Пӗтӗм Раҫҫейри #яГоТОв конкурс старт илчӗ, тесе хыпарлать пире Ҫӗпрел районӗнчи ГТО тест тăвакан центрӗн специалисчӗ Ильнур Мавзютов.

    Уйăх тăршшӗпе онлайн-марафона хутшӑнакансем «Ӗҫе тата оборонăна хатӗр» комплексӑн пилӗк база хăнăхăвӗсене пурнӑҫласа, видео вырнаҫтараççӗ тата лайӑх призсем илме пултарӗҫ. Хăнăхусемпе видеоролика социаллă сетьсенчи #яГоТОв, #тренируйсядома, #спортнормажизни тата хӑйӗн 11 паллӑллă УИН идентификаци номерӗпе пичетлесе кăлармалла. ГТО комплексне хутшӑнакансене пурне те паракан сайра йышши идентификаци номерне официаллӑ сайтра илме пулать. Ҫӗпрел районӗнчи  ГТО тест тăвакан центрăн официаллă «Instagrаm» аккаунтне кăтартмалла @drozhzhanoye_gto (сăмахран #яГоТОв #тренируйсядома #спортнормажизни #20770000013 @drozhzhanoye_gto). Ҫавӑн пекех РФ Спорт министерствин социаллӑ сечӗсенчи официаллă ушкăнӗсем çине те çырăнмалла пулать (@vfsk_gto, vk.com/vfsk_gto). Парнесен хушшинче портативлӑ аудиоколонкӑсем, электронлӑ кӗнекесем тата ытти интереслӗ сюрпризсем пур. Пӗтӗмӗшле илсен, килти условисем валли юрӑхлӑ пилӗк хăнăхăва пурнӑҫламалла тата вӗсене видео ҫине ҫыртармалла. Конкурс çинченхи лару-тӑрупа ведомство сайтӗнче паллашма пулать.

    Ҫӗпрел ҫыннисем хальхинче те ҫак майсене вӗҫертмӗҫ тата парнесӗр юлмӗç, тесе шутлатпăр.

    Ӑнӑҫу сунатпӑр!

     

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: