Тӑван ен
  • Рус Тат Чув
  • Грантсем илчӗҫ

    Тутарстанра 162 «Агростартапер» ят пӗлтернӗ, кӗҫех вӗсем хӑйсен бизнес-проекчӗсене ялта хута яма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче Ҫӗпрел районӗнчи Алсу Айзятова та пур.

    Тутарстан Республикинчи ял хуҫалӑхăпе апат-ҫимӗҫ министерстви «2019-2024 ҫулсенче «Агростартап» проектпа хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене туса хурасси тата аталантарасси» ведомство программипе грантсене уйӑрса парас енӗпе хресчен (фермер) хуçалăхӗсене суйласа илес конкурса пӗтӗмлетесси ҫинчен пӗлтерет. Грантсен пӗтӗмӗшле сумми 159 миллион тенкӗрен ытла пулчӗ.

    Тутарстанри 36 муниципаллӑ районтан хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене аталантарас енӗпе конкурса хутшӑнакан 300 çынран 162  фермер 1,6 миллион тенкӗрен пуçласа 6 миллион тенкӗ таран грант илчӗç. Чи нумай çӗнтерекенсем Кукмара (27 фермер), Мамадӑш (19 фермер) тата Сабинск  (17 фермер) районӗсенчен.

    Грант илекенсем  аш-какай тата сӗт-ҫу туса илекен выльӑх-чӗрлӗх, лаша, сурӑх, кайӑк-кӗшӗк, хурт-хӑмӑр ӗрчетес, улма-ҫырла культурисен, тӗштырӑ тата пӑрҫа йышши культурăсен тата ытти енӗпе проектсене вăя кӗртӗç. Çакăн пек, 100 пуҫ вӑкӑр ҫитӗнтерес  тата самӑртас проектпа пирӗн районтан та грант ҫӗнтерӳҫисен йышне Алсу Айзятова кӗчӗ.

    Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


    Нравится
    Поделиться:
    Реклама
    Комментарии (0)
    Осталось символов: